Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Упамса ялĕнче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине халалланă аллея уçăлчĕ

16:55 18 апреля 2016 г.

     2016-мĕш ҫулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Упамса ялĕнче иртнĕ ҫул йĕркеленĕ Асану аллеинче субботник пулса иртрĕ, сăмах май Асăну аллеине Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине халалланă.

     Çавна май Упамса ялĕнче хĕру ĕҫ тапхăре пуҫланчĕ. Аллейăра йывăç лартас тата тирпей-илем кӳрес ĕҫе мĕн пурĕ 25 ҫын хутшăнче, ăна Упамса ялĕн старости Игорь Вавилов йĕркелесе пычĕ. Ял халăхĕ суйланă депутатсем Леонид Вавиловпа Петр Савельев ĕçлеме тухнă çынсене хавхалантарса пычĕҫ. Çавăн пекех Надеждăпа Владимир Степановсем питĕ тăрăшса ĕҫлени кăмăла кайрĕ. Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен Леонид Белков хăйĕн хуҫалăхĕнчи тракторпа пысăк пулăшу пачĕ. Упамса ялĕн культура ĕҫне йĕркелекен Венера Вавилова та айккинче юлмарĕ.

     Субботникре аллейăна Патăръел питомникĕнчен илсе килнĕ 20 хурлăхан, 20 пан улми йывăҫҫи лартса хăварчĕç, лартмалли хунавсене ял халăхĕн ирĕкĕпе пулăшмалăх пустарнă укçапа туянчĕç. Çавăн пекех 12 тĕп туя, каштан йывăҫĕсене лартса хăварчĕҫ весене вара Турганкасин участокри лесничествин лесничийĕ Наиль Янтыков парнелерĕ.

     Ӗҫ кал-кал пулса пычĕ, халăх туслăн, тăрашса ĕҫлерĕ. «Хамăршăн тăватпăр, пулас ăру пирĕн ĕҫе пăхса савăнтăр!» - ҫакăн пек калаҫу йĕркеленчĕ ĕҫҫынисем хушшинче.

 

 

.

 

 

Тарханское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика