Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕнекепе туслă пул!

17:10 08 апреля 2014 г.

Кĕнеке -пĕлÿ çăл куçĕ,

Кĕнеке вăл ăс хуçи,

Кĕнеке вăл хаклă мул,

Кĕнеке вăл чун уççи.

Кĕнекепе туслă пул!

    

    Çак девизпа иртрĕ Турханти шкулта ача-пăча кĕнекисен эрнелĕхĕ. Уява шкул библиотекарĕ Андреева Оксана уçрĕ, ачасене пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекисен кунĕпе саламласа ăнăçусем сунчĕ.

    Чи малтанах 6«А» класра вĕренекенсем кĕнекен йывăр кун-çулĕпе паллаштарчĕç.

   Кĕнеке çулĕ вăрманта пуçланать иккен. Ирпе ирех, йывăç касакансем ĕçе пикенеççĕ: ÿссе çитнĕ мăнаçлă йывăçсене пĕрин хыççăн теприне çĕр çине ÿкереççĕ. Йывăçсене тракторпа турттараççĕ, е вăрмана кĕме май çук чухне шывпа юхтараççĕ. Çапла майпа йывăçсем хут тăвакан комбината çитеççĕ. Кунта вĕсене касаççĕ, авăртаççĕ-йывăç кĕрпи тăваççĕ. Ятарлă технологисемпе усă курса хут туса кăлараççĕ.Кĕнеке тума вара ытти професси çыннисен те вăй хума тивет.

    Кашни класах "Кĕнеке эп! Эс мана, тусăм, чыслă тыткала" ятпа хаçатсем кăларчĕç. Ачасем хаçатсене тĕрлĕ енлĕн ăсталанă: кам кĕнеке пек, кам хаçат евĕр кăларнă. Калăпăшĕпе кунта кĕнекесем тĕрлĕрен пулчĕç.Чи пысăкки улттăмĕшсен пулчĕ, вĕсен кĕнеки тăршшĕ пĕр метр, сарлакăшĕ çур метр ытла. Вĕсенчен 5-пе 7а класс ачисем те юлмарĕç,хăйсен ĕçĕсемпе тĕлĕнтерчĕç.

  Кĕçĕн классенче те уяв хĕрÿ пычĕ. "Ўкеретпĕр Пушкина" ятлă ÿкерчĕксен конкурсне 2 класс ачисемпе (вĕрентекенĕ Раевская Татьяна), 4 класс ачисем (вĕрентекенĕ Косойкина Надежда) хастар хутшăнчĕç. "Манăн тусăм-кĕнеке" конкурсра (чи нумай вулакансем хушшинче! ) 2-мĕш класра вĕренекен Маштакова Екатерина,3-мĕш класра вĕренекен Еремеева Татьяна, 4-мĕш класра вĕренекен Исакова Анжелика, 5-мĕш класра вĕренекен Шайдуков Александр палăрчĕç.

    "Тавçăруллисен пÿлĕмĕнче" ятлă вăйăра юмахсенчен килнĕ геройсене палласа илмелле пулчĕ.Сăнарсем юрласа, ташласа, сăвă каласа кăтартрĕç.Паллах, ачасем хăйсен юратнă сăнарĕсене малтанах пĕлчĕç.

     Кашни кунах библиотекарь тĕрлĕ ÿсĕм валли çырнă çĕнĕ кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. Мероприяти вĕçĕнче ачасем кашни шкул ачиех асра тытмалли правилăсене ас илсе хăварчĕç:

    1)Кĕнекене яланах таса алăпа тыт.2) Кĕнекене ятарлă хуплашка тăхăнтарт. 3)Кĕнеке страницисене ан хуçлат.4) Кĕнеке -пысăк тупра, эс ан çур ăна упра.

       Эрнелĕх кăсăклă та тухăçлă иртрĕ.

 

 

 

 

 

 

Тарханское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика