Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.10.19 Сывă пурнăç йĕрки - ăнăçупа çитĕнỹ никĕсĕ

Октябрĕн 19-мĕшĕнче ирпе-ирех Шупашкарти Атăл хĕрри массăллă спорт тренировкин площадки пулса тăнă. Çĕнетсе капăрлатнă çак вырăна Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитет пĕрлĕхĕсен ертỹçисем пуçтарăннă. Пĕрлехи тренировка -сывă пурнăçшăн пурте кар тăнине кăтартса парать. Спорт тĕл пулăвне хапăл тунисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

  Сăмах май каласан, Михаил Васильевич йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни куна Атăл хĕрринчи çак илĕртỹллĕ те капăр вырăнтан пикенет, ирхи хускануран, физкультурăран пуçлать.

   Хальхинче Чăваш Республикинчи район тата хула ертỹçисем те Чăваш Ен Пуçлăхĕпе пĕрлех çыран хĕррипе чупрĕç, скандинави меслечĕпе утрĕç, роллерсем çине тăчĕç.

  Палăртса хăвармалла: паян район тата хула самоуправлени органĕн ертỹçисем Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерекен ĕçлĕ канашлăва тата республикăри Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хутшăнма пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ирхи тренировкăна пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă.

   Комментари

  Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

  "Паянхи хĕвеллĕ те ырă кун пысăк хавхаланупа пуçланчĕ. Республика Пуçлăхĕпе юнашар сывă пурнăç йĕркине хапăл туса шурă Шупашкарăн илемлĕ çыранĕсем хĕррипе киленсе чупса çỹрени, велосипедпа, роллерпа ярăнни пире вăй-хăват кỹчĕ, кăмăл-туйăма çĕклерĕ, хавхалантарчĕ. Çав вăхăтрах ĕçтешĕмĕрсемпе çĕнелсе капăрланнă Атăл хĕррине те хак пама пултартăмăр. Кунта республика çыннисене культурăллă канма çеç мар, спортпа, физкультурăпа сывлăха тĕреклетме те мĕнпур услови çителĕклĕ. Пирĕн Республика Пуçлăхĕ Михаил спортпа кăсăкланакансен йышне тăватă çулта 55 процента çитерме шантарать. Умма ларнă задачăна пурнăçлама пулатех тесе шутлатăп. Çак тĕллевпе пирĕн хамăрăн муниципалитетсенче те хастарлăха ытларах ỹстермеллех. Паянхи евĕр ырă та пархатарлă пуçарусене вырăнта йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ".

АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики Чувашии

 

 
 
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика