Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.10.28 Ылтăн кĕркунне уявĕ!

 Таврара ылтăн кĕркунне хуçаланать. Йывăçсен çулçисене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетет, кайăксене çула тухма хатĕрлентерет. Ку тапхăр çулталăкăн ытти вăхăчĕсем евĕр  питĕ илĕртÿллĕ.

   Шăп çак ылтăн тумлă «пикене» чыс туса  Сител клубне халăх йышлăн пухăнчĕ.Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь хатĕрленĕ уявра куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, кăсăклă конкурсемпе вăйăсене хутшăнтарса ырă туйăм парнелерĕç. Уйрăмах Олег Камышев уяв ячĕпе чун-чĕререн шăрантарнă юрăсем пурне те килĕшрĕç.

 Мероприятие килсе çитнĕ Кĕр Пики халăха уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа кĕрхи кунсем пек тулăх та пуян кăмăлпа, çирĕп сывлăхпа пурăнма сунчĕ. Хăйпе пĕрле илсе килнĕ улма-çырлапа сăйларĕ.

  Çак кунах куракансем залра вырнаçтарнă «Кĕр парни» куравпа та паллашма пултарчĕç. Унта ÿркенмен маттурсем хăйсен аллипе кĕрхи çимĕçсенчен, çулçăсенчен тата ыттисенчен те ăсталанă тĕлĕнтермĕш ĕçĕсемпе паллашрĕç.

   Уяв питĕ интереслĕ пулнипе пурин кăмăлне те кайрĕ. Çак ылтăн кĕркуннене халалланă мероприяти ташă каçĕпе вĕçленчĕ.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика