Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.11.26 Эс пуртан – эпир телейлĕ!

  Анне! Çут тĕнчере çак ятран илемли мĕн пур-ши? Анне вăл – чи ырри, çепĕççи, маттурри, хакли. Чуна çывăх çыннăмăр, тăванăмăр, юлташăмăр. 

 Шăпах çавăн йышши маттур та пултаруллă аннемĕрсене халалласа Сител ялĕнчи культура çурчĕпе вулавăшра уяв иртрĕ. Ăна пире кун çути парнеленĕ çыннăмăрсене юратма, хисеплеме, упрама вĕренесчĕ тесе йĕркеленĕ. Çак мероприятие Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатр ертсе пыракансем питĕ интереслĕ те кăсăклă ирттерме тăрăшрĕç.         Уява пухăннисене Олег Камышевпа Александр Шайманов илемлĕ юрăсем юрласа аслă класри хĕрсем ташăсем ташласа савăнтарчĕç. Раиса Матюшкина хăй çырнă сăввине вуласа пачĕ.  Ялти активист Алексей Шайманов пур аннене те ăшшăн-ăшшăн чун чĕререн саламларĕ.       

  Юрланă-ташланă хушăрах аннесем тĕрлĕ конкурсра хутшăнса ăмăртрĕç. Вĕсем çак кун артист та, унерçĕ те, ташăçă та пулчĕç. Пирĕн чи хаклă çыннăмăрсем те уявра хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

 Аннесене халалланă мероприятире «Ăста алăсем» кружока çÿрекенсем йĕркеленĕ курав та ĕçлерĕ . Унта пирĕн чи ăшă та çепĕç тăванăмăрсем хăйсен канма пĕлмен аллисемпе ăсталанă япаласем вырăн тупрĕç. Çак ылтăнран та хаклă аннесен тухьи-масмакĕ, тĕррисем, картинисем тата ытти те пурнете килĕшрĕç.    

   Мероприяти кăсăклă иртни пурне те савăнтарчĕ, яланах çапла пĕрле пухăнма кăмăл çуратрĕ

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика