Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.12.03 Сиплĕ сăмах- чуна ăшăтать

 Кашни çын хăйне евĕрлĕ.  Çав вăхăтрах пур этем те пĕр тан сывлăх енчен уйрăлса тăраççĕ  пулсассăн та. Шăпах çакна шута илсе Сителти вулавăшпа клубра ĕçлекенсем «Сиплĕ сăмах-чуна ăшăтать» ятпа суссăррисемпе калаçу ирттерчĕç.

   Çак мероприятире хутшăннисене çирĕп сывлăх, вăй-хал, пурнăçа юратма, çывăх çыннисен тимлĕхне сунчĕç.  Оксана Хомуткина библиотекарь пухăннисене инвалидсен хальхи вăхăтра еплерех çăмăллăхсем пирки каласа кăтартрĕ, компьютерпа еплерех ĕçлемеллине вĕрентрĕ.

   Ирина Лякова кульорганизатор сывлăх енчен уйрăлса тăракансем хушшинче викторина тата шашка турнирĕ ирттерчĕ. Кунта арçынсен хушшинче Геннадий Макаров, хĕрсенчен Мария Мамуткина чи маттуррисем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç.

   Вулавăш  ĕçченĕ сусăррисене чейпе сăйланнă  самантра  çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, час-часах библиотекăна  çÿреме йыхравларĕ.

  Çак кунах культурăра тăрăшакансем çÿреме йывăртараххине кура Людмила Реймова патне килне кайсах сывлăх сунчĕç. Ăна тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнма юратаканскере районти тĕп библиотека ирттернĕ  сăн ÿкерчĕксен «Пожилой человек - это мудрость и клад» конкурсĕнче тивĕçнĕ хисеп хучĕпе чысларĕç.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика