Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.12.19 Салтака чыслăн ăсатрĕç

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси вун сакăр çултан иртнĕ кашни каччăн тивĕçĕ. Патăрьел районĕнчи Сител ялĕн яшĕсем çакна шута илсе пурте пĕр турткаланмасăр çара кайма васкаççĕ.

   Акă  Валерий Шаймановăн та салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ. Çак ятпа  ялти клубра ăсату каçне йĕркелерĕç.   

 Ăна чыслăн ăсатма тус-юлташĕсем, тăванĕçсем, пĕлĕшĕсем пуçтарăнчĕç.  Такăр çулпа кайса килме ырлăх-сывлăх сунса пулас салтака Патăрьел районĕн дкпутатсен пухăвĕн депутачĕ Димитрий Выросов саламларĕ. Унтан тăванĕсемпе юлташĕсем  чысне çÿллĕ шайра тытма, тăван ял ятне упрама, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пиллерĕç.

  Ирина Лякова культорганизатор Валерийпе унăн юлташĕсене çар пурнăçĕпе çыхăннă конкурсенче тупăштарчĕ. Яш каччăна  тĕрлĕ вăйăра ăмăрттарса салтак пулма еплерех хатĕррине тĕрĕслерĕ.

  Юлашкинчен каччăсем ăсату юррисене  юрласа тăван килне çул тытрĕç, халăх йăли-йĕркине упрама тăрăшнăшăн пурне те тав турĕç.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика