Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.04.24 Ялан янра, чăваш сăмахĕ!

Чăваш чĕлхи – анне ытамĕ,

Чĕкеç кĕвви пек чĕвĕлти.

Сан аллунтан тытса утами:

Шăрантăр сасчĕв кĕмĕлли,

Пулсанччĕ сăвă кĕвĕлли…

        Чăнах та, тăван чĕлхе пуринчен те чи хакли. Тăван чĕлхе - атте-анне чĕлхи. Ăна пирĕн кашни утăмра, кашни пуплевре упрама тăрăшасчĕ. Эпир те хамăр чĕлхене юратса, ун малашлăхĕ кунран кун ÿссе пытăр тесе чăваш чĕлхи эрнинче Сител клубĕнче «Ялан янра, чăваш сăмахĕ!» мероприяти ирттертĕмĕр. Кунта пултаруллă ял-йышăмăр хутшăнма хапăл турĕ.

       Культура ĕçченĕсем мероприятие Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунне тата тăван чĕлхемĕрĕн уявĕсене халалларĕç. Чăн малтанах чăваш чĕлхине чунтан савакансене Оксана Хомуткина библиотекарь саламласа пире çутта кăларнă, пĕрремĕш букварь хатĕрленĕ ентешĕмĕрпе, И.Я. Яковлевпа, паллаштарчĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕсем пирки каласа пачĕ. «Кăвак çут чаршавне уçнă улăп» кĕнеке выстăвкине кăтартса тĕплĕн ăнлантарчĕ.

        Унтан пирĕн пултаруллă та маттур хĕр арăмсен ушкăнĕ юрăсем юрласа, ташăсем ташласа савăнтарчĕ, хăйсем тăван чĕлхене ытарайми хитре пулнишĕн юратнине, вăл кунран кун мăнаçланса, аталанса пытăр тесе тăрăшнине темиçе хут та çирĕплетсе пачĕ. Пирĕн йăхташăмăрсен йăли-йĕркисене кăтартрĕ. Ульяна Лякова вара куракансене саламласа «Пукане» юрă парнелерĕ.

        Çапла, чĕлхемĕршĕн çунакансем пулсан чĕлхе пĕтмест. Ун малашлăхĕ пурри сисĕнет.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика