Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.03.25 "Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ"

   Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче мартăн 23- мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче ирттерекен "Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ" конкурс пулса иртрĕ.

         Конкурса Патарьел районĕнчи ял тăрăхĕсенчен чăваш тумĕ тăхăннă яшсемпе-хĕрсем килсе çитрĕç. Культура çуртĕнче халăхра сыхланса юлнă чăваш тумĕсенчен выставка йĕркеленĕ. Кунта хушпу, тухья, шỹлкеме, сурпан, урай саррисем, мăй çыххи, улачаран тĕртнĕкĕпесем тата ытти тупрана илсе килсе илемлĕн вырнаçтарнă.

       Уява районти централизациленĕ клуб системи ертỹçи Алевтина Овчинникова уçрĕ, курма килнисене тав сăмахĕ каларĕ.

       Çак уява Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчен килнĕ культура ĕçченĕсем   те хутшăнчĕç. Ирина Лякова хăй çинче тăхăннă ĕлĕкхи чăваш хĕрĕн тумĕ çинчен питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. «Арапуç каччисем» ушкăн артисчĕсем курма килекенсене хăйсен чăвашсен юррипе савăнтарчĕç.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика