Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.02.25 Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунне халалланă концерт

Тăван çĕршыв лăпкăн çыврать
Ăна хÿтĕлекен пулсассăн,
Чунне парса хăй тивĕçне
Ентеш салтак пурнăçласассăн!

          Çапла тăван çĕршыва хÿтĕлекен пулсассăн пирĕн халăхăмăр лăпкăн çывăрать. Ун чухне кĕтмен çĕртен инкек пуласси пирки те сайра пăшăрханать. Нарăсăн 24-мĕшĕнче Сителти клубра çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ ячĕпе шкул ачисем концерт лартса пачĕç. Унта ялти тĕрлĕ çулта салтак тивĕçĕсене пурнăçланă асатте-кукаçисене, аттесене, пичче-шăллăмсене, малашне çар ретне тăма хатĕрленекен каччăсене халалласа юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç, сăвăсем вуласа пачĕç. Уяв вăхăтĕнчех Ирина Лякова каччăсене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕ, пĕр-пĕринпе ăмăрттарчĕ. Чи пултаруллисене палăртса дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç. Ар çынсемпе каччăсене ял депутачĕ Юрий Николаевич Степанов, учитель-ветеран Вера Ильинична Козлова саламларĕç, пĕчĕк артистсене тав туса вĕсене пултарулăх çулĕ çинче малашне те пысăк ÿсĕмсем тума сунчĕç.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика