Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.02.08 Сцена çинче Татьянасемпе Валентинасем!

 Нарăсăн çиччĕмĕшĕнче Сителти клубпа вулавăша халăх йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак кун унта хĕллехи уйăхсенче  хăйсен менельникĕсене паллă тăвакан Святуй Татьяна тата Святуй Валентинпа Валентинăсен уявĕсем ячĕпе «Таня + Валя» шоу-конкурс иртрĕ. Ку мероприятине çавăн пекех Раççейри экологи, Чăваш республикинчи амăшĕсемпе-ашшĕсен çулталăкĕсене те халалланă.
       Уявра Сителти Танясемпе Валясем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Вĕсем чăн малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç.  Конкурсантсем ертÿçĕсем, Сител клубĕн культорганизаторĕ Ирина Ляковапа библиотекрь Оксана Хомуткина  хатĕрленĕ ыйтусене  пурте тĕрĕс хуравласа анлă тавра курăмлă пулнипе тĕлĕнтерчĕç. Пирĕн пикесем тата  апат-çимĕç янтăлама ăстине  те тепĕр хут çирĕплетсе куракансене хăйсем пĕçерсе килнĕ пуянлăхпа сăйларĕç. Хăнасене, тус-тăвана еплерех юратнине кăтартса ăшă сăмахсемпе саламларĕç.
           Мероприяти питĕ кăсăклă иртрĕ. Уява пуçтарăннисене вырăнти депутат Юрий Николаевич Степанов, клубри культорганизатор Ирина Лякова, библиотерь Оксана Хомуткина ăшшăн саламласа конкурсене хутшăннă пикесене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех ялти çамрăк артистсем Татьянасемпе Валентинасене, ял-йыша, курма килнисене хитре те çепĕç юрăсем шăрантарса, хавхалантарса савăк кăмăл парнелерĕç.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика