Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шантарчĕç те...çухалчĕç

08 июля 2008 г.

 

Асфальт çулсене çĕнетнĕ хыççăн "Козловка ялĕ" текен вывеска куçран çухалчĕ, ун вырăнне "Пăлакасси" "власть илчĕ". 2004 çултанпа ял ятне тĕрĕс çырасси пирки сăмах пырать. Анчах лав вырăнтан та хускалмарĕ. Ялĕ пĕр-пĕр Патаккасси е Çатракасси пулсан юрĕччĕ-ха. Ял ячĕ çын шăпипе _ Çĕнĕ Ахпỹртрен уйрăлса чи малтан куçса ларнă А.Г.Козлов ячĕпе çыхăннă-çке. Колхоз йĕркеленнĕ хыççăн вăлах пĕрремĕш председатель те пулнă. Шел, иртнĕ вăрçăра Александр Григорьевич лейтенант 1945 çулхи май уйăхĕнче Кенигсберг хулишĕн пынă çапăçура паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Ман шутпа, вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çаксан та ытлашши пулмĕ. Эпир вара сакăр саспаллинчен тăракан ял ятне те çырса хураймастпăр.

Мĕнле пăшăрханаççĕ çакăншăн А.Г.Козловăн кинĕ Вера Федоровна Козлова тата унăн ачисем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика