Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăшман та тĕп пулчĕ, Салтак та вилчĕ

07 мая 2008 г.

1941 çул, çĕртмен 22-мĕшĕ. Çанталăк ăшă та тÿлек, хĕвел хĕртсе пăхнă. Ишлĕ-Шетмĕ çыннисем колхоз хирне çум çумлама, теприсем Первомайски ялне ярмăрккана васканă. Пурте тулли кăмăлпа, савăнăçлă утнă инçетри яла. Анчах та каялла пуçне усса таврăннă, вĕсем хушшинче татăлса йĕрекен те пулнă. “Вăрçă пуçланнă... Фашистсем пирĕн çине тапăннă”, – пĕри те тепри пăлханнă çынсем.

Пирĕн ялтан та кашни кун тенĕ пекех арçынсене вăрçа ăсатнă. Урамсенче хурлăхлă салтак юрри илтĕннĕ.

Чугун çул тăрăх çар эшелонĕсем, салтаксем тиенĕ пуйăссем мĕлтлетсе иртнĕ. Фронт çывхарнăçемĕн çывхарнă, темиçе çухрăм кăна юлнă.

“Тен, эпĕ пĕрремĕш çапăçурах пуçа хурăп, вара ачасемпе, мăшăрăмпа мĕн пулĕ? Çук, эпĕ вилместĕп, манăн тăшмана тĕп тумаллах”, – йывăр шухăшсем явăннă чылай салтакăн пуçĕнче.

Фашистсен аллине чылай хула лекнĕ. Пирĕн çар вăхăтлăха чакнă. Çапах та салтаксем эпир çĕнтерессе шаннă.

1944 çул пуçламăшĕ. Германи çарĕсем каялла чакаççĕ. Хĕрлĕ çар хуласемпе ялсене ирĕке кăларса пынă.

1945 çул. Çĕнтерÿччен нумаях та юлман, анчах тăшман кашни çĕр лаптăкĕшĕн, кашни хулашăн, ялшăн хаяр çапăçнă. Çурхи шыв вырăнне пирĕн салтаксен юнĕ юхнă-тăр.

Çăмăл килмен çĕнтерÿ. Ишлĕпе Шетмĕ ялĕсенчен çеç 100 çын çапăçу хирне выртса юлнă.

Васильева Дария Никитична хăйĕн 4 ывăлне те вăрçăран кĕтсе илеймен. Григорий, Павел, Иван, Арсений ывăлĕсене кĕтни кăлăхах пулнă. Вĕсем Тăван çĕр-шывшăн çапăçса вилнĕ.

Тимофеевсен Андрей, Харитон, Василий, Ерофеевсен Петр, Александр, Федор, икшер ывăл çухатнисем те чылай. Кашни çемьенех тенĕ пек “хура” хут килнĕ.

Фронтран таврăннисем те нумайăшĕ сусăрланса пĕтнĕ. Хăшĕсене асăнса хăварас пулĕ. Петр Куприянович Игнатьев Ржев хулишĕн пыракан хаяр çапăçусенчен пĕринче йывăр аманса таврăннă. Килсенех ял çыннисем Киров ячĕллĕ колхоза ертсе пыма суйланă. Вунă çула яхăн ĕçленĕ Петр Куприянович председательте. Вăл Мухтав орденĕн кавалерĕ.

Орехов Иван Иванович вăрçа 1942 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче тухса кайнă. Рядовой салтак Ленинград фронтне лекнĕ. Артиллерист, пулеметчик тата снайпер пулса çапăçнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен виççĕмĕш степень Мухтав орденĕсемпе, “Ленин-града хÿтĕленĕшĕн” медальпе наградăланă.

Федотов Иван Семенович Мускава хÿтĕленĕ. Иккĕмĕш степеньлĕ “Отечественная война” орденпа тата “Хăюлăхшăн” медальпе наградăланă.

Леонов Василий Павлович старшина 5 хутчен аманннă, киле сулахай аллисĕр, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă. “Хăюлăхшăн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Кавказа хÿтĕленĕшĕн” медальсем илнĕ.

Матвеев Василий Леонтьевич сержант иккĕмĕш Белорусси фронтĕнче автомашина водителĕ пулнă. Паттăр салтака “Хĕрлĕ Çăлтăр” орденпа, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальпе хавхалантарнă.

Федотов Иван Федорович автоматчика “Хăюлăхшăн” медальпе икĕ хутчен, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Венăна илнĕшĕн”, “Будапешта илнĕшĕн” медальсемпе наградăланă.

Паллах, çĕнтерÿ тыл ĕçченĕсемсĕр те пулман. Вĕсем Сăр шывĕ хĕрринче çар укрепленийĕсем тăвас ĕçсене хутшăннă. Ватти-вĕтти колхозра лашапа, вăкăрпа ака-суха тунă. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ аслă çĕнтерÿ патне илсе пынă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика