Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТРИОТИЗМ

15 сентября 2007 г.

 

Ача чухне килне кĕме пĕлмесĕр урамра чупса çỹренĕ Юрий Васильев, тантăшĕсемпе хăмаран касса тунă пăшала тытса атакăна ыткăнни пĕрре мар пулнă. Паллах, çитĕнсен тăшманпа хире-хирĕç тăрасса тĕлĕкре те тĕлленмен, мĕншĕн тесен нимĕнле хăрушлăх та курман. Анчах ыттисем пекех хăвăртрах ỹссе салтака кайма ĕмĕтленнĕ.

Акă вăтам шкултан тата Канашри ДОСААФ автошкулĕнчен вĕренсе тухнă Юркăн çар ĕç комиссариатне кайса повестка илмелли кун та çитсе тăнă. 1983 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче оборона министрĕн приказĕ тухнă. Тепĕр кунхине повестка илнĕ, 28-мĕшĕнче çар хĕсметне тухса кайнă. "Ывăлăм, салтак ятне тивĕçрĕн. Яланах малтисен ретĕнче пул, командир каланине итле, службăран çирĕп сывлăхлă таврăн", _ тенĕ ашшĕпе амăшĕ ывăлне сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма сунса. Çав вăхăтра Ульяновка каччи хăй Афганистана лекессе шутламан та. Унпа пĕрле пĕр класра вĕреннĕ çывăх юлташĕсем Терентьев Валерийпе Кудрин Владимир та пĕр кунтах салтака тухса кайнă, Афганистанта пĕрлех пулнă.

Сăрт-туллă Дагестанри Буйнакскра хулинче 2 уйăх хушши ятарлă çар пĕлĕвĕ илсен, декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕсене Афганистана кĕртсе янă. Амударья урлă хывнă пĕчĕк кĕпер хыçа юлнă. Танксемпе бронетранспортерсем, çар машинисем малалла шунă. Ю.Васильев _ механик-водитель. Душмансем тĕлĕрмен, советсен çар чаçĕсене ту хысакĕнчен тапăннă. Вĕсем пенĕ, тивертнĕ. Душмансен йăвисене мĕнле аркатмалла? Тăшман колонна çине вун-вун ракета кăлара-кăлара янă. Çапла йĕркеллĕ çапăçса курмасăрах нумайăшĕ пуç хунă.

Мотострелоксен полкĕнчи салтаксем хĕрлĕ пакунпа çỹренĕрен тăшмана тĕллесе пеме питĕ меллĕ пулнă. Вара 180-мĕш полкăн хĕрлĕ пакунран "тасалма" тивнĕ. Совет салтакĕсем душмансене аркатма ăсталăх пухса пынă. Полк сăрт хушшипе пынă пулсан, çỹлтен вертолетсем сыхланă. Аманнисене вĕсем каялла илсе кайнă.

Икĕ çул çурă Афганистан çĕр-шывĕ тăрăх колоннăсем илсе çỹренĕ Юрий Васильев салтак. Рейда тухсан ик-виçĕ кун та иртсе кайнă. Тепĕр чухне эрне те. Хамăр районти ентешсем те пулнă салтаксем хушшинче. Халĕ вĕсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри район прокурорĕ Юрий Фуражников. _

Афганистанра кăнтăрла хĕвел хĕртсе пăхать. Шăрăхра хуть те мĕнле чăт. Шывĕ кашни утăмра мар. Йывăрччĕ, _ тет Ю.Васильев. Пăла юханшывĕ, ун çумĕнчи çăл куçсем ялан вĕсен асĕнче тăнă.

Совет Союзĕнчен Афганистана хĕç-пăшал, апат-çимĕç, тумтир, эмел, ытти япаласем турттарнă. Ку, паллах, душмансене килĕшмен, çавăнпа вĕсем совет салтакĕсене курайман, час-часах тапăннă. _

Пăхатпăр, афган дехканĕ вăкăрпа çĕр сухалать. Пурте йĕркеллĕ пек. Иртсе каятăн çеç _ хыçра автомат шăтăртатма пуçлать. Çаврăнса пăхнă çĕре çын куç умĕнчен çухалнă та. Эпир мирлĕ халăха пỹрнепе те тĕкĕнмен, сахăр кирлĕ-и, урăххи-и _ пĕрле пайланă. Кишлаксенче çутăсăр пурăнатчĕç те пирĕн пата топливо илме пĕрмаях пыратчĕç. Парса яраттăмăр вара, _ калаçăва тăсать воин-интернационалист.

1986 çулхи март пуçламăшĕнче çеç таврăнать Юрий Васильев вăрман варринчи Ульяновка ялне инçетри Афганистан çĕр-шывĕнчен. Хулпуççи çинче _ старшина пакунĕсем, кăкăр çинче "Паттăрлăхшăн" ("За отвагу") тата "От благодарного афганского народа" медальсем. Уринчи душмансен пульли тăтăшах канăç памасть паттăр салтака.

1988 çулта çемье çавăрать воин-интернационалист. Мăшăрĕ Тая _ Пăлапуç Нурăсĕнчен. Виçĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Асли, Женя, кăçал Липовкăри вăтам шкула пĕтерсе строительство техникумне кĕчĕ. Алеша вун пĕрмĕш класа каять. Саша ятлă чиперкке хĕрĕ 5-мĕш класа çỹрет. Тая мăшăрĕ Ульяновкăри магазинра сутуçăра тăрăшать. Юрий малтан колхозра ĕçленĕ, халĕ Удмурт патшалăх университечĕн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ.

Вăл салтак тумне хывнăранпа шыв сахал мар юхрĕ, анчах Афганистан вут-çулăмĕ чăваш каччин куçĕ умĕнчен каймасть.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика