Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Семья

25 августа 2007 г.

 теççĕ Йĕпреç районĕнчи Малиновкăра пурăнакан Тарасовсем. Галина Анатольевнăпа Геннадий Васильевич сакăр ача çуратса пăхса ỹстереççĕ. Çĕр-шывăн демографи ыйтăвне татса парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хываççех вĕсем. Мĕншĕн паллаштарас терĕм-ха Тарасовсемпе? Мăшăрĕ _ пирĕн районтан. Ачалăхĕ Туçара иртнĕ Галина Уткинăн. Колхозра ĕçленĕ. Пĕве çитнĕ хĕр Малиновкăна качча тухнă.

Илемлĕ вырăна вырнаçнă ял. Йĕри-тавра _ вăрман. Çакă хăех кунта ĕçе юратакан халăх пурăннине çирĕплетет. Çырла-кăмпа, утă-вутă, милĕк-мăйăр, ыттине те хатĕрлеме пулать. Ан ỹркен çеç. Тарасовсем шăпах çавăн йышшисем. Çу каçа мĕн чухлĕ çырла татса çемье бюджетне хушмаççĕ-ши вĕсем. Çĕрпе те ĕçлеççĕ. Унта çĕр улми, выльăх кăшманĕ, ытти çимĕçсене çитĕнтереççĕ. МТЗ-82 трактор пур. Вăл пысăк пулăшу парать çемьене. Йĕркерен ларакан панулми йывăççисем тухăçĕпе савăнтараççех. Хĕл хырăмне питĕрме пурте çителĕклех.

"Сăпкаран уйрăлсанах ачасене ĕçе хăнăхтаратпăр", _ теççĕ Галинăпа Геннадий. Хирĕçлеме пач та çук. Чи кĕçĕнни виççĕре. Маруся пире хирĕç маттик сĕтĕрсе тухрĕ. Барби пукане е урăх чаплă йышши тетте илĕртмест ăна. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем ĕçлекен ĕç хатĕрĕ çывăх. Вĕсем йăран вĕçне тухиччен сахал ларать-им вăл кĕтсе. Аслисем каннă хушăра хăй тытса пăхма ĕмĕтленнине çитерчех. Çанталăкĕ шăрăх та, лешсем тỹрех хĕвел питне тухма васкамарĕç.

Çутă керменте пурăнать çемье. Ашшĕнчен илнĕ ăсталăхпа пĕлсе усă курса туса лартнă ăна Геннадий Васильевич. Туслă та килĕшỹллĕ кил-йышра пурнăç малаллах пырать. Хуçалăх çирĕп алăра. Кирек ăçталла пăхсан та тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Картишĕнче пĕр çỹп çук. Кил хушшинчи ĕçе ачисем явăçаççех. Пĕчĕкренех çăкăр хакне, тăварлă тар шăршине пĕлсе ỹсеççĕ. Урам тăрăх кăшкăрашса, йытă хăваласа çỹремеççĕ.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмеççĕ ачисем. Шкулта тăрăшса вĕренеççĕ. Ашшĕ çулĕпе кайнисем те пур. Геннадий Васильевич _ физкультура учителĕ. Малтан Липовкăра, унтан Çармăсри вăтам шкулсенче ачасене спортпа туслă пулма хăнăхтарчĕ. Асли _ Наташа. Тольяттири физкультура институтĕнчен вĕренсе тухнă, çав хуларах ĕçлесе пурăнать. Марафон чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.

 Икĕ çул кĕçĕнрех Денис, тĕреклĕ çитĕннĕскер, "Кузнецов адмирал" авианосец çинче хĕсметре тăчĕ. Вася газоэлектросварщик ĕçне кăмăлланă. Анюта, Диана, Вероника шкулта вĕренеççĕ. Пурте спортпа туслă. Толя та çĕнĕ вĕренỹ çулне чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕлỹ тĕнчине çул хывасшăн.

Сак тулли саккăрăн ларакан ачасене пăхса çитĕнтерме çăмăлах та пек мар. Çак шухăш патне тухнине туйрĕç мана Тарасовсем. Йывăрлăхĕ çуккине палăртрĕç. Кĕçĕннисене ỹстерме аслисем явăçаççĕ-мĕн. Яшка-çăкăр пĕçерме, кĕпе-йĕм çума пулăшаççĕ, амăшĕпе пĕрле кирек хăш ĕçе те хутшăнаççĕ. Тепĕр чухне ăна кĕтсе те тăмаççĕ. Галина Анатольевна килте алă усса лармасть. Малтан заводра, унтан шкулта, каярахпа лесопунктра, колхозра кассир пулса ĕçлерĕ. Халĕ лавккара сутă тăвать. Унта вырнаçни те тăваттăмĕш çул ĕнтĕ.

Пĕр-пĕрне ăнланни, килĕштерни, пулăшма хатĕр пулни çемьене тытса тăрать те. Ĕçе уйăрасси çук нихăшĕн те. Шăпах çак енсем пуртан иртнĕ çул Тарасовсене "Çулталăк çемйи" конкурса хутшăнма сĕнчĕç. 2004 çултанпа пырать вăл республикăра. 161 çемье сцена çине тухнă районсенче. 28_шĕ республика шайĕнче тупăшнă. Тарасовсен унта кайма условийĕсем тивĕçтернĕ. Çул çитмен, тĕрлĕ çĕрте палăрнă ачисем пур вĕсен. Пĕрлешни 10 çул çеç мар. Нумай ача çуратса ỹстерес енĕпе приза тивĕçрĕç Галина Анатольевнăпа Геннадий Васильевич.

Ял хĕрринчи иккĕмĕш çуртра пурăнаççĕ Тарасовсем. Пурнăçра мĕн кирли пурте пур вĕсен. Улми-çырли те пахча тулли. Пурнăçа, çут çанталăка юратаççĕ. Çавăнпа Турри те кỹрентермест вĕсене. Мĕн ĕмĕтленнине çитерсех пырать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика