Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » « Зубов ялавне Косойкин çĕклет»

04 июля 2007 г.

 

 

      1945 çулхи Çĕнтерÿ парадне   Патăръел  районĕнчен виçĕ салтак хутшăннă. Вĕсенчен иккĕшĕ пирĕн  хушăра çук ĕнтĕ.  Турхан  çынни Николай Сергеевич Зубов сакăр вун улттăра пырать пулин  те чиперех  çÿрет – ха. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче  хаюллăхпа  паттăрлăх  кăтарнăшăн вăл 111 степень «Мухтав», 11 степень «Отечественнăй вăрçă», Хĕрлĕ Çăлтăр орденсене, икĕ медале тивĕçнĕ. Артиллерист  тăван яла таврăнсан ферма ертÿçинче  вăй хунă, 21 çул лесникре  ĕçленĕ, кунтанах пенсие тухнă. Турхансем хисеплĕ çынпа чăннипех  мухтанаççĕ.

      Вăрçă паттăрĕ çĕкленĕ мухтавлă  ялава хальхи çамраксем çирĕп алăра тытаççĕ. Вĕсен шутне чăн малтанах Валерий Викторовичпа  Надежда Васильевна Косойкинсен аслă  ывăлне Алексее кĕртмелле. Вăл Рязаньти Сывлăш десант çарĕсен  училищинче 4-мĕш  курсра вĕренет, офицер пулма хатĕрленет. Кăçал вăл çу  уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра  Хĕрлĕ лапамра иртнĕ парада хутшăннă.

      Яваплă тивĕçе пурнăçлама  тăрăшса хатĕрленнĕшĕн тата тÿрĕ кăмăллă пулнăшăн ăна  Раççей оборона министрĕн ячĕпе тав тунă, асăнмалăх кăкăр çине çакмалли паллă панă.  Николай Сергеевич хыççăн кун пек чыса Турхан тăрăхĕнчен никам та  тивĕçменччĕ-ха.  Ку хыпар Косойкинсен çемйипе тăванĕсене çеç мар, ял-йыша та савăнтарчĕ.

    Алексей шкулта вĕреннĕ чухнех çар ĕçне юратнă, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ялта ирттерекен  митингра яланах çамрăк армеецсен  парачĕн командирĕ пулнă.

     Рязаньти çар училищинче ентешсем тата та пур. Акă Упамса чăвашĕ Владимир Сымов подполковник кунта вун пĕр çул ĕнтĕ çар наукине вĕрентет.  Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă  Евгений Прядкин вара  кăçал пĕрремĕш курс пĕтерет.

     Турхан ял тăрăхĕн тĕп специалисче И. Данилов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал шкултан аттестат илсе тухакан яшсен хушшинче Сывлаш десант çар офицерĕ пулас ĕмĕтлисем татах пур.

 

                            

                        

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика