Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç телейĕ - ĕçре

23 сентября 2006 г.

 "Якур тетỹ арăмне Клавдия Тарасовна темелле, вăл - учительница. Санăн аппусене вĕрентсе ăс панă", - ăнлантаратчĕ мана пĕчĕк чухне анне. Унтанпа чылай çул хыçа юлчĕ, хамăр та 70 çултан иртрĕмĕр, Клавдия Тарасовна Шерняевăна курсан халĕ те анне каланă пек ашшĕ ячĕпе чĕнсе сывлăх сунатăп.

Клавдия Тарасовна Степанова-Шерняева Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1919 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралнă. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл хастар пулнă, хорпа драма кружокĕсене, спорт секцийĕсене çỹренĕ. Çав çулсенче шкулта ăста музыкçă Андрей Тайбинский ĕçленĕ. Кăнтăрла шкул хорĕпе, каçхине çитĕннисемпе репетицисем ирттернĕ. 1935 çулта Чăваш Республикин 17 çулхи юбилейне хутшăнса 16 çулти хĕр пĕрремĕш хут Шупашкар сцени çинче юрлать.

 1938 çулта Çĕрпỹри пуçламăш шкул учителĕсене хатĕрлекен курсран вĕренсе тухсан, Пỹртлĕри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентме тытăнать. Иртнĕ çулсене шкул ĕçĕн ветеранĕ çапла аса илет: "Ялта уйрăм шкул çурчĕ çукчĕ. Федор Герасимович Герасимов çуртĕнче вĕренеттĕмĕр. Класра 22 ача, 7 çултисем те, 10 çултисем те пĕрлеччĕ. Сăмахран, Унтинсен аппăшĕпе йăмăкĕ пĕр класрах вĕренетчĕç. Аса илсен кулас та килет халĕ. И.Албутов пĕвĕпе пĕчĕкчĕ, задачăна пỹрнесемпе шутлатчĕ. Çитмесен, урине парта çине çĕклесе хуратчĕ, ура пỹрнисемпе усă куратчĕ.

Вăрçăччен пĕр-ик çул малтан Пỹртлĕрен темиçе кил çĕнĕ çĕре куçса кайрĕ. Вăл шутра - Шерняев Анисим çемйи те. Ку çемьерен ман класа Николай ывăлĕ çỹретчĕ, тухса кайнă чухне çав ачана укçа парса телейлĕ çул сунтăм. Çавна вăл манман, темиçе çул иртсен ăна тавăрса пачĕ".

Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз ĕçне хутшăннă: çум çумланă, тырă вырнă, пучах пуçтарнă, йĕтем çинче кĕлте сĕтĕрнĕ. Вăрçă тухсанах арçынсене вăрçа илсе кайнă. Парти райкомĕнче ĕçлекенсене те черет çитнĕ курăнать. Çавăнпа та вăрçăн малтанхи кунĕсенче Клавдия Тарасовнăна партин Первомайски райкомне илеççĕ. Тĕрлĕ должноçра пулать вăл унта. Çав çулсенчех Куйбышеври парти аслă шкулĕ çумĕнчи курсран вĕренсе тухать (вăрçă вăхăтĕнче Мускаври аслă шкул унта куçнă).

-Чĕрĕ юлнисем вăрçăран яла таврăнма пуçларĕç. Пĕрре ăнсăртран Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулта 7 çул пĕрле вĕреннĕ Пỹртлĕ каччи Егор Шерняев тĕл пулчĕ. Вăрçăра йывăр аманнăскер, Киев хулинчи госпитальте сипленнĕ, каярахпа ăна Хусана куçарнă. Çула май пĕр куна тăван ялне кĕрсе тухать иккен. Килĕ пушă, ашшĕпе амăшĕ çĕре кĕнĕ. Кил хуралçи Пăлюç аппа юлнă. Пĕрле вĕреннĕ тантăша, аманнă çынна шеллерĕм. Çапла Пỹртлĕ кинĕ пулса тăни 60 çул ытла, - аса илет ветеран.

Клавдия Тарасовна ĕçлеме тытăнни 70 çул çитет. Ялта ăна никам та усал сăмахпа аса илмест. Колхозра тĕрлĕ ĕçе хутшăннă вăл, колхозниксемпе пĕрле тырă вырнă, кладовщикре, 20 çул сутуçăра тăрăшнă. Тавар сутмалли плансене çулсеренех тултарса пынă. Çуллен хаклă парнесем, грамотăсем, санаторисене кайма путевкăсем илме тивĕç пулнă. Пенсие тухсан та юратнă вырăнта 5 çул ĕçленĕ.

Егор Никифорович Шерняев (Клавдия Тарасовнăн мăшăрĕ) вăрçăран йывăр суранпа таврăннă. Чылай çул районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕнче, унтан суту-илỹре ĕçленĕ. Пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕ вăл, тăпри çăмăл пултăр, канлĕ çывăртăр. Шерняевсен 3 ывăлпа 2 хĕр. Зина чылайранпа Шупашкарта пурăнать. Тивĕçлĕ канура пулсан та, суту-илỹре ĕçлет, предприниматель. Гена - Раççей çарĕн подполковникĕ, юлашки вăхăтра Чулхулара пурăнатчĕ. Шел, кăçал майăн 8-мĕшĕнче тăван тăрăха курма килнĕччĕ, автоаварине лексе вилмеллех аманнă. Сашăпа Альбина - Шупашкарта. Кĕçĕн ывăлĕ тĕп çуртра амăшĕпе пĕрле. Эпĕ пынă чухне те Клавдия Тарасовна хуйхăллă ларатчĕ. Манпа калаçса пĕчĕккĕн хуйхи сĕвĕрĕлет пек туйăнчĕ.

-Пĕччен чухне хуйхă пусса килет, хам вырăна тупаймастăп, кỹршĕсем е кам та пулсан килсен кăштах çăмăл туятăп, - тет Клавдия Тарасовна. -Генăна пытарнă хыççăн пĕр кун та йĕмесĕр иртмест, Валерий ывăл та çав машина çинче пулнă, вăл та йывăр суранланнă, халĕ те чĕрĕлсе çитеймест. Пуç тулли хуйхă. Ытти çулсенче çуллахи вăхăтра сада тухаттăм, хуртсен сĕрĕлтетнĕ сассипе канаттăм, пуç ыратма чарăнатчĕ, юн пусăмĕ чакать хуртсем патĕнче. Генăна пытарсан, ытла татăлса йĕнипе Шупашкарти хĕрсем хăйсем патне илсе кайрĕç, хуйха çăмăллатасшăн пулнă пулĕ. Çав вăхăтра кил-çуртра тепĕр хуйхă пулса тухнă. Килти хурт вĕллисене ют хуртсем ерсе 14 çемьене вĕлернĕ. Кăçал пыл çулĕ пулчĕ, таврара пыл пухмалли вăхăтра çанталăк та лăпкă тăчĕ. Çулленех çемьере хуртсен тăрăшуллă ĕçне паллă тăваттăмăр, уяв сĕтелĕ хатĕрлеттĕмĕр, кỹршĕ-арша, тăвансене пылпа хăналаттăмăр, кăçал çакăн пек уяв туса пулмарĕ, - тет хурланса кил хуçи.-_ Иртнĕ çул вĕçĕнче сасартăк куç чирĕпе аптрарăм, хуйха ỹкрĕм. Мĕн тумалла? "Ватăлнăран куçа операци тусан та сипленме çук пулĕ", - тетĕп. -Темле майпа пирĕн пата ырă юлташ килет, куçа тухтăрсене тĕрĕслеттерме сĕнчĕ. Çавăн сăмахне итлесе, чăнах та, Шупашкара кайрăм, операци лайăх иртрĕ. Халĕ хаçат вулатăп, телевизор куратăп. Тавах çав ырă çынна, хама сыватнă тухтăрсене, - çапла тав турĕ хăйне пулăшакансене.

Çак кунсенче Клавдия Тарасовна 87 çул тултарать, кăçал çеç ун çине мĕнле кăна йывăрлăх килсе тухмарĕ, анчах хуйха пусарма тăрăшать ветеран, сывă юлнă темиçе вĕллери хурт çемйисем патне тухать, унта йăпанать, урама тухса ларать, кỹршĕ-арша кĕтет. Пур хуйха-суйха, йывăрлăха чăтса ирттерме ветерана чăтăмлăх, сывлăх сунар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика