Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халех яваплăха туять

03 ноября 2022 г.

Патăрьел районĕнчи Анат Чакă ялĕнчи Наталия Елисеева хресчен-фермер хуçалăхĕ те республикăри аграрисемпе пĕрле чукĕн 11-мĕшĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявлама хатĕрленет.

Кунта темиçе çул каялла пулнăччĕ, уяв умĕн тепре калаçрăмăр. Выльăха хĕл каçармалли тапхăра епле хатĕрленнĕ. Утă, сенаж, силос, тырă, улăм пĕлтĕрхинчен нумайрах янтăланă. Çавăнпа сĕт кăçал иртнĕ çулхинчен ытларах сăвасси халех паллă.

- Çу уйăхĕнче çумăр лайăх çунăран нумай çул çитĕнекен курăк аван çитĕнчĕ, - ĕçсемпе паллаштарчĕ ХФХ пуçлăхĕн çумĕ, мăшăрĕ Сергей Николаевич. - Çумăр çуса чăрмантармарĕ - ăна çеçкене ларнă вăхăтра çулса типĕтрĕмĕр, фермăна турттартăмăр.

Ĕçе пурнăçлама ашшĕ-амăшне ывăлĕ Елисей те пулăшнă, хиртен миçе тонна утă тата курăк тиесе килнине шутласа пынă, сенажлăх курăк çине тăвар сапнă, айĕнче сывлăш ан юлтăр тесе механизатор ĕçне йĕркелесе тăнă.

Вăл улăм тюкĕсене те шутланă.

Елисее ĕçе пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Утма вĕреннĕренпех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле фермăна пырать. Ĕçе унта çыпçăннă темелле. Çĕнĕ фермăна хута ярасса вăл пуринчен ытларах кĕтнĕ. Выльăха юратаканскер иккĕмĕш çул ĕнтĕ кулленех кунта. Кирек мĕнле ĕçрен те ютшăнмаст. Выльăх пăхакансене мăн çын пек ертсе пырать. «Халĕ сенаж паратпăр, хыççăн каяш кăларатпăр», - тет пире. - Хушнă ĕçе тăрăшса пурнăçлатпăр», - терĕç вĕсем.

- Вăл хăйĕн çулĕнчен тăватă-пилĕк çул аслăрах пек туйăнать, - тет ашшĕ. - Фермăра хам та, амăшĕ те, «Чуп киле, тумтире вараласа ан çуре», - тесе пĕрре те каламан. Аллине кĕреçе- сенĕк илнĕшĕн хăтăрман, ĕçе пуçăннăшăн хавхалантаратпăр çеç. Пĕчĕк çитменлĕхшĕн вăрçмастпăр, йăнăша хăех турлететĕ Тепĕр чухне, «Мĕнле тунă-ши?» - тесе ĕçне тĕсесех пăхатпăр. Пирĕн пекех тунинчен тĕлĕнетпĕр. Халĕ малалла хăйне мухтамасăрах талпăннине асăрхарăмăр. Ахăртнех . ырлани е тиркени уншăн пĕлтерĕшлĕ маар. Ĕçе тăвассишĕн пĕтĕм яваплăха туять - çакă паха. Йăмăкĕ София унран ырă тĕслĕх илессе шанатпăр.

Елисей куллен электроарманпа тырă авăртса фураж хатĕрлет, выльăха шăварать, хурал йыттисене тăрантарать. Пĕрремĕш чĕрĕке питĕ лайăх тата лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Кĕркуннехи каникулта - куллен фермăра.

Кашни ĕнерен куллен 20 килограмм сĕт сăваççĕ. Нумаях пулмасть «МТЗ-82» трактор, сеялка, плуг, дискато, косилка, ворошилка, электроарман туяннă. Çĕнĕ техникăпа производствăна устерме тĕллев лартнă.

- «Çемье ферми» программăпа килĕшуллĕн çĕнĕ ферма туса лартрăмăр, - пĕлтерчĕ Сергей Николаевич. - Субсиди уйăрнăшăн республика Правительствипе район администрацине тав тăватпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика