Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыла хапăлласах туяннă

20 сентября 2022 г.

Республикăра çуллен ял хуçалăх продукцийĕсене сутма "Кĕр парни" ярмăркка иртет. Кăçал вăл сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 9-мĕшĕччен кашни канмалли кун ĕçлет. Хуласенче, район центрĕсенче пурăнакансем çĕр улми, кишĕр тата ытти пахча çимĕçе, çавăн пекех пыл, сĕт-çу, çамрăк хунавсем лавккаринчен чылай йỹнĕрех хакпа туянма пултараççĕ.

Шупашкарта та "Шупашкар" суту-илỹ центрĕ умĕнче "Кĕр парни" ярмăркка уçăлнă. Унта пирĕн районти ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем хăйсен продукцийĕсене халăха сĕннĕ. Турханти "Нектар" фермер хуçалăхĕн ертỹçи, паллă утарçă Николай Пирожков та вĕлле хурчĕсем хатĕрлекен çимĕçсене тĕп хуламăра илсе çитернĕ.

- Тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕленме пыл, перга, пыльца нумай пулăшаççĕ, вĕсем иммунитета та ỹстереççĕ. Шупашкарта пурăнакансем эпĕ илсе кайнă продукцие хаваспах туянчĕç. Çавăн пекех хула çыннисемпе ачасем вĕлле хурчĕсене хăйсен куçĕпе те курма пултарчĕç. Кĕленче евĕр ятарлă хатĕртен (оргстекло) тăваткал ешчĕк тутарттартăм, шăпах çавăнпа илсе кайрăм та вĕсене. Ярмăрккăна çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. Суту-илỹ валли тивĕçлĕ условисем туса панă. Ятарлă палаткăсенче продукцисене сутрăмăр, - тет Николай Петрович. Сăмах май, утарçă мăшăрĕпе тата мăнукĕсемпе кăшт маларах Тутарстан Республикинчи Çĕпрелте йĕркеленĕ Пыл ярмăрккине те хутшăннă. Вăл кунта пыл юхтарассипе мастер-класс ирттернĕ.

 О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика