Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утар тытма соцконтракт çирĕплетнĕ

11 марта 2022 г.

РФ Правительстви 2020 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче «Граждансене социаллă пулăшу парасси» патшалăх программине улшăну кĕртсе сахал тупăш куракан çемьесене тĕревлеме май туса пачĕ. Патшалăхран пĕлтĕр 100 пин тенкĕлĕх тулеве тивĕçнисенчен пĕри - Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнче пурăнакан Сергей тата Галина Анисимовсен кил хуçалăхĕ.

Галина пĕр хушă ĕçсĕр пулнă. Производствăна вырнаçассишĕн Патăрьелти ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăнă, патшалăхран ĕçсĕррисен пособине çур çул илсе тăнă.

- Социаллă контракт çирĕплетсен кил хуçалăхне аталантарма патшалăх субсиди панине илтрĕм, - аса илчĕ Галина Федоровна. - «Пирĕн çемьене те памĕç-ши», - тесе Патăрьелти социаллă хутлĕх пайне çитрĕм. Учреждени пуçлăхĕ Наталия Никитина ырă сунса кĕтсе илчĕ, кил хуçалăхĕнче ĕç пуçлама патшалăх 100 пин тенкĕ панине, пулăшу условине ăнлантарса пачĕ. Упăшкапа иксĕмĕр кил хуçалăхĕнче пыл туса илм, ăна сутма тĕллев лартрăмăр. Бизнес-план хатĕрлерĕмĕр. Утар тавра карта тытса çавăртăмăр. Услови тăрăх вĕлле хурчĕсене виçĕ çултан сахал мар ĕрчетмелле тата продукцие сутмал, унран тунă тупăшăн 4% чухлĕ налук тулемелле. Вăл сĕре пысăк теместпĕр.

Хуртсем пыл нумай курсен тата лайăх сутăнсан налука вăхăтра хывăпăр. Çак проекта ăнăçтараймасан сĕт сутса та пурăнмалăх услам тăвăпăр. Пирĕн кил хуçалăхĕнче паян - икĕ ĕне, хăй вăхăтĕнче тăватă пуç усрани те пулнă.

Анисимовсем малтан темиçе вĕллерен çеç пыл илнĕ. 100 пин тенкĕн пĕрремĕш пайĕпе хĕл каçнă пыл хурчĕсен 12 çемйине туяннă. Вĕсене вырнаçтарма Сергей Николаевич çĕнĕ вĕллесем тунă. Иккĕмĕш пайĕпе хуртсене сиплеме эмел, пушă карасем, тĕтĕм кăлармалли хатĕр туяннă.

- Çанталăк шăрăх тăнă пирки пĕлтĕр пыл нумаях илеймерĕмĕр, мĕншĕн тесен çулла çăка çеçки хăвăрт типрĕ, хуртсем пылак сĕткен кирлĕ чухлĕ пухаймарĕç, - каласа кăтартрĕ Галина Федоровна. - Производство уссен, продукци чылай сутсан вĕллесен шутне устерĕпĕр. Ăна сахал туса илсен тата вăл начар сутăнсан утара пысăклатаймăпăр. Хальхи вăхăтра çĕршывра та, республикăра та çак бизнесран тупăш тăвакан йышлă - конкуренци пысăк. Пурнăç кăтартĕ.

Анисимовсен икĕ хĕрĕ хулара тĕпленнĕ, виççĕмĕшĕ, 8-мĕш класра вĕренекен Милена, ашшĕ-амăшне хуртсене, выльăха пăхма пулăшать.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Патăрьел районĕнчи пĕчĕк тупăш илекен çынсене пулăшма 17 соцконтракт çирĕплетнĕ. Çав шутран 7-шĕ кил хуçалăхĕнче предприниматель ĕçне пуçарса сĕтпе аш сутасшăн. Районăн социаллă хутлĕх пайĕ ăна пуçлама 2020 çулта – 23, пĕлтĕр 37 контракт тунă тата икĕ кил хуçалăхне 100-шер пин тенкĕ парса пулăшнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика