Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ

08 февраля 2022 г.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурнăçне халăха вĕрентес ĕçе халалланă, хăйĕн профессийĕнче хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Владимир Иванович Ершов (25.01.1932-2.05.2016 çç.). Çăл Атăк ялĕнче çуралса ỹснĕ педагог хăйĕн ĕмĕрне пĕтĕмпех çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшас ĕçе панă

. Пулас учитель 1932 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче нумай (вуникĕ) ачаллă çемьере çуралнă. (Пурăннă пулсан вăл кăçал 90 çул тултармаллаччĕ). Вăл çемьере иккĕмĕш ача пулнă. Пĕчĕккĕллех ĕçе кỹлĕнме тивнĕ унăн. Ачалăх çулĕсем вăрçă вăхăтне лекнĕ, çавăнпа нуши-асапне аванах тỹснĕ. Самана синкерлĕ, çемье йышлă пулнине пăхмасăр Владимир Иванович вĕренме тăрăшнă. Анат Тăрмăшĕнчи, Çĕньялти 7 çул вĕренмелли, Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр çул ялта пурăннă. Вăрçă хуçса хăварнă хуçалăха ура çине тăратма пулăшнă.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк 1951 çулта Канашри учительсем хатĕрлекен института кайса кĕрет. Унта лайăх вĕреннĕшĕн стипенди илме тивĕçлĕ пулать. 1953 çулта институтран вĕренсе тухсан Самар облаçĕнчи Исаклă районĕнчи Ново-Ганькино чăваш ялне шкула ĕçлеме каять. Унта икĕ уйăх ĕçлесенех Владимир Ивановича çара илеççĕ. Шкулта, институтра пултарулăхне кăтартма ĕлкĕрнĕ Ершов салтакра та малтисен ретĕнче пулать. Çар служби вĕçленнĕ çĕре кĕçĕн лейтенант званине тивĕçет.

Гимнастеркине хывсанах Владимир Ершов кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк шкулне ĕçе вырнаçать. Унта вырăс чĕлхипе литературине пилĕк çул çурă ачасене вĕрентет. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика институтне историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Аслă шкултан вĕренсе тухсан тăван яла çывăхрах пултăр тесе Йỹç Шăхаль шкулне ĕçлеме куçать. Тăван ялти шкулта ĕçлеме пуçличчен унăн хăй малтан вĕреннĕ Çĕньялти шкулта та вăй хума тивет, унта вăл çулталăк çурă директор çумĕ пулса тăрăшать. Пур çĕрте те Владимир Иванович чунне парса ĕçлет. Вăл ачасемпе вĕренỹре кăна мар, шкул хыççăн та яланах пĕрле пулнă. Вăл ертсе пынă кружоксемпе секцисене ачасем хаваспах çỹренĕ.

 Владимир Иванович Ершов ĕç ветеранĕн вĕрентỹри ăсталăхĕпе пултарулăхĕн чи çỹллĕ те ăнăçлă тапхăрĕ вăл - Анат Тăрмăш шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтсем. Çак шкулта хăйĕн тăван Çăл Атăкпа Анат Тăрмăш ялĕсен ачисене вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе 30 çул (1964-1994 çç.) вăй хунă. Çак тапхăрта Владимир Иванович çĕршер хĕрпе каччăна пурнăç çулĕ çине тăратнă, пиншер урок ирттернĕ тата класс, шкул тулашĕнчи мĕн чухлĕ урок, çулçỹрев, поход, экскурси, экспедици йĕркеленĕ... Ачасемпе пĕрле Владимир Ивановичăн Патăрьел районĕнче çитсе курман паллă вырăн, ял юлман. "Вăл ертсе пынă класс ачисем шкулта та, унтан вĕренсе тухсан та яланах туслăхпа, тăван тăрăха хисеплес енĕпе палăрса тăнă, тăраççĕ те", - тесе палăртать хальхи вăхăтра Шупашкарти Сăнавлă вăрман хуçалăхĕн ертỹçинче тимлекен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ Анатолий Петрович Яковлев.

1964 çулта ăна Анат Тăрмăшри 8 çул вĕренмелли шкула директор пулса ĕçлеме куçараççĕ. 11 çул тăрăшать вăл çак яваплă ĕçре. Владимир Иванович хастарлăхĕпех 1969 çулта Анат Тăрмăшĕнчи шкулăн кирпĕч çуртне хута янă. Строительство ĕçĕсене Владимир Ивановичăн шкултах пĕрле вĕреннĕ юлташĕ, Çăл Атăкри Петр Михайлович Яковлев ертсе пынă. Икĕ ял халăхĕн вайĕпе пысăк асаппа кирпĕч çурта 1969 çулта туса пĕтернĕ. Каярах шкулăн йывăç çуртне хăпартнă. Унта та В. Ершов директорăн тỹпи калама çук пысăк.

Владимир Иванович ăста предметник кăна мар, пултаруллă таврапĕлỹçĕ (краевед), этнограф, очеркист. Вăл тăрăшнипех 1970 çулта Анат Тăрмăшĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта краеведени музейĕ уçăлнă, чылай çул ăна хăйех ертсе пынă. Экспонатсем пухас, вĕсене илемлĕн вырнаçтарас ĕçе те хăйех пурнăçланă. Ершов уçнă краеведени музейĕ экспонатсен хисепĕпе, пуянлăхĕпе районти вăтам шкулсенчи краеведени музейĕсенчен те ирттернĕ. Тăван ял историйĕпе кун-çулне тĕпченĕ ĕçсемшĕн, "Вĕсем тăван çĕршыва хỹтĕленĕ" (2010), "Шлипшур çинчи Çăл Атăк историйĕ" (2014) кĕнекесемшĕн ăна 2010 çулта Чăваш Республикин Хисеплĕ таврапĕлỹçи ята та парса чыс тунă. В.И. Ершов директорта ĕçленĕ вăхăтра хăпартнă шкул çурчĕсем паянхи кун шкул ачисем сахаллине пула хупă. Вăл йĕркеленĕ музейĕн паянхи шăпи те пăшăрхантарать.

Владимир Ивановичăн пурнăç çулĕ пархатарлă та сумлă пулнă. Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр çинчен калаçма кăмăл турăмăр пулсан ун пирки унăн вĕренекенĕсем каланисене те итлесе пăхар. Владимир Ивановича ыр сăмахпа аса илекенсем вара сахал мар: Митрофанова (Петрова) Г. Г., Нăрваш Шăхалĕнчи шкулта математика учителĕ: "Владимир Ивановича пирĕн патăртан куçарсан, эпир йĕтĕмĕр", М.А. Кириллов: "Эпир сирĕн группăна лекнĕшĕн ыттисем кĕвĕçетчĕç те", Н. Павлова, Йỹç Шăхалĕнчи шкулта вĕренекенскер, халĕ кĕçĕн класри ачасене вĕрентет: "Эпĕ сире пула учительница пултăм", Беляков Вениамин Васильевич, Вăрманхĕрри Чурачăкри шкул директорĕ, вăтам дистанцие чупассипе спорт мастерĕнĕн кандидачĕ: "Спорта юратма мана Владимир Иванович вĕрентнĕ", Шупашкарти Сăнавлă вăрман хуçалăхĕн ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ А. П. Яковлев: "Владимир Иванович пире тăван тавралăха, яла юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Вăл класс тулашĕнче ирттернĕ пурнăç урокĕсем халĕ те асрах. Çавăнпа та паянхи кун та тăван ен илемĕпе сăн-сапачĕ пуянлантăр тесе ял çумĕнчи сăрт çинчи парка тĕрлĕ йывăçпа ешĕллетни, Çăл Атăк ялне никĕслекенсене халалласа лартнă палăк валли чул тупса вырнаçтарса лартни, пирĕн хамăра вĕрентнĕ учителĕн ĕçне малалла тăсни, унăн умĕнчи парăма кăшт та пулин аса илни пулчĕ".

 А. ЯКОВЛЕВ, Н. ОСИПОВ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика