Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнисĕр малашлăх çук

08 сентября 2020 г.

Пире, аслă ăру çыннисене, пурнăç ырă енне улшăнса пынă май, ĕлĕкхи вăхăтсем ытларах та ытларах аса килеççĕ. Ачалăхпа çамрăклăх вăрман тăрăхĕнчи ялта иртнĕрен манăн умма чăн малтан çынсем çăвĕпе тенĕ пекех хĕл каçма вутă-шанкă хатĕрлени тухса тăрать. Кашнийĕн умĕнче шаршанĕ-шаршанĕпеччĕ вăл. Теприсем темиçе çул валли те кăларса хуратчĕç. Вăрман хуçалăхĕнчи пек сапаланса выртатчĕç вĕсем. Е тата çемйи-çемйипе вăрмана утă хатĕрлеме çỹ реттĕмĕр.

Пурнăç 30-40 çул каяллахипе танлаштарсан та нумай ырă енне улшăнчĕ. Вуттине те мунча хутма çеç хатĕрлетпĕр. Вăрманне те уçăлмалла тенĕ пек анчах тухса çỹретпĕр. Эпир çамрăкрах чухне Хурама Тварĕнчен Турхан ялне ытларах çуран е лашапа çеç çỹрейнĕ. Çул пулманран кĕрлĕ-çурлă çанталăкра ураран вăрăм кунчаллă атă та кайман. Паян вара çуран утас пулсан та яла çăмăл пушмакпах çитме пулать. Ялти урамсем те тирпейленсе, хитреленсе пыраççĕ. Çынсем май пур таран çурт-йĕрне çĕнетеççĕ, капăрлатаççĕ, хăйсен умĕсене культурăллă тытма тăрăшаççĕ, çуллахи вăхăтра тĕрлĕрен çеçке лартса капăрлатаççĕ тата ытти те. Урăхла каласан, халăхăн тавракурăмĕ, пурнăç çине урăхла пăхни улшăнса пыни сисĕнет. Çакă, паллах, ырă пулăм.

Пĕр вăхăтра çамрăксем шкултан вĕренсе тухсанах хулана каятчĕç те унтах тĕпленетчĕç. Халĕ ялта пушă çурт та нумай мар, çамрăк мăшăрсем тăван тăрăха килсе пурнăçа малалла тăсни те савăнтарать. Урăхла каласан ял малашлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн пăшăрханакансем паян пирĕн ялта та чылай.

Хамăн ĕмĕрĕн пысăк пайĕнче культурăра ĕçленĕрен пурнăçра тĕрлĕ çынпа хутшăнма тивнĕ. Общество пурнăçĕнчен аякра тăманни те тăтăшах ял çыннипе, халăхпа пĕрле пулма май панă. Хальхи вăхăтра та ял старости пулнă май граждансен пăшăрханăвне, ыйтăвне татса пама, ăна чăн малтанах вырăнти власть патне çитерме тăрăшатăп. Хамăртан çеç килекен чылай ĕçе вара пĕрлехи вăйпа вырăнтах татса паратпăр.

Т. ДАВЫДОВ. Хурама Твар ялĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика