Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнланулăхран нумай килет

20 января 2020 г.

2020 çулта тĕрлĕ профессинче палăрнисем «Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа» асăнмалăх медале тивĕçлĕ пулĕç. Кашни сферăра чи малтисене халăх сасăлавĕпе суйланă. Сасăлав иртнĕ çулхи раштавăн 23-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕччен «Халăх контролĕ» порталта пынă.

Пирĕн районăн тĕрлĕ сферăри пултаруллă ĕçченĕсем те çав шутра пулнă. «Чи ла-йăх комбайнер» ята тивĕçнĕ Д. Артемьев хăйĕн пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарнă. Вăл М.Тагеев хресченпе фермер хуçалăхĕнче вăй хурать. Михаил Леонидович хуçалăхĕ хальхи техникăпа анлăн усă курать. Пĕлтĕр унта «Acros – 580» çĕнĕ комбайнпа Д.Артемьев çамрăк механизатор 720 гектар çинче 1580 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. «Район администрацийĕн ялхуçалăх пайне тав сăмахĕсем каласа хăварас килет сасăлава тăратнăшăн. Тата чи ырă сăмахсем – хуçалăх ертÿçине Михаил Леонидовича, мана шаннăшăн, ĕненнĕшĕн. Вăл ăста ертÿçĕ,тăрăшуллă, ĕçтешĕсене ăнланма пĕлекен фермер. Çавăнпа та çулсерен ÿсĕмсем тăвать»,- мăнаçланчĕ çамрăк комбайнер.

Каласа хăвармалла, иртнĕ çул Артемьевсен çемйинче виççĕмĕш ача çуралчĕ: икĕ маттур каччă çумне хĕр пĕрчи хутшăнчĕ. Апла пулсан, ялта пурăнакан çамрăксен пуласлăхĕ пур тесе шантарса калама пулать. «Çемьере пĕр-пĕрне ăнланнинчен нумай килет. Мăшăрăм, Елена, мана ялан пулăшса пырать, эпĕ вара ачасем тулăх пурнăçпа ÿсчĕр тесе тăрăшатăп. Кил-йыш çĕнĕ пÿртре çĕнĕ тĕллевсемпе, ÿсĕмсемпе пурăнтăр тесе шутлатăп».

О. СЛАВИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429566, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Карабаши, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(906) 385 17 15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика