Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - тивĕçлĕ пурнăç условийĕ, хăтлăх, ырă малашлăх

20 октября 2019 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче кăларнă "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" калакан Указĕ, 2019 çулта Чăваш Республикинче "Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем" наци проектне мĕнлерех пурнăçа кĕртни. Хальхи вăхăтра республикăра 2020 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пынă май, çак кампани район шайĕнче мĕнлерех иртсе пыни те тĕп ыйтусемпе юнашарах пулчĕ.

Информаци кунне республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, акционерсен "Агро-Инвест" хупă обществин исполнительнăй директорĕ Олег Мешков, республикăри "Чувашия-Мед" страхлакан компани" акционерсен обществин пай пуçлăхĕ Сергей Кузнецов, Чăваш Республикинчи наци телерадиокомпанийĕн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Александр Магарин, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев хутшăнчĕç. Ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ информаци ушкăнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă хыççăн малтанах районти централизациленĕ библиотекăра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Ĕç ветеранĕ" тата "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ 28 çынна удостоверени парса чыс турĕ. Сăмах май каласан, çак хисепе хăйсен ырми-канми ĕçĕпе, тăрăшулăхĕпе çĕнсе илнисен шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Хальхи вăхăтра "Ĕç ветаранĕсем" - 3550 çын, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем" - 2360ăн. Вĕсем пурте патшалăх паракан тĕрлĕрен çăмăллăхпа усă кураççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указра çынсен пурнăçне патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмалли пилĕк тĕп çул-йĕре палăртрĕ. Вĕсем кашни отраслех пырса тивеççĕ темелле: вĕрентỹ, сывлăх, культура, спорт, инфратытăм. Регион ертỹçи вырăнти власть умне лартнă тĕллевсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Çакна информаци ушкăнĕ Тутар Сăкăт, Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Пикшик ял тăрăхĕсенче пулнă хыççăн тепĕр хут çирĕплетрĕ. Районта строительство платформисен йышĕ ỹссех пыни, ялсенче ĕçлĕ шав тăни савăнтарать. Информушкăн Тутар Сăкăтĕнче çĕкленекен ял клубĕнче ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи Пулевей урамĕнчи асфальт сарнă çула пахаларĕ, Шăнкăртамри аш-какай тирпейлекен "Баракат" кооперативăн пуласлăхĕпе паллашрĕ.

Кăçал та районти ялсенче инфратытăма çĕнетес, хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăлатас тĕллевпе сахал мар ĕç тунă. Информаци ушкăнне вĕсемпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Акă, иртнĕ эрнере çеç Кзыл Камышра пуçарулăх бюджечĕпе, халăх хастарлăхĕпе, уйрăм çынсен ыр кăмăллăхĕпе кану паркне уçрĕç. Ку таранччен çак вырăнта кăкăр таран хыт-хура ашкăрнă. Паян вара кунта ваттисем те, шăпăрлансем те хăйсем валли пысăк киленĕç тупма пултараççĕ. Именкассинчи кивелнĕ клуб кермене çаврăнни те ăнсăртран мар. Ăна та ятарлă программăпа хăтлăлатрĕç. Хирти Пикшикри сквер территоийĕ "Ку чухнехи хула хăтлăхне тăвакан" муниципаллă программăпа тирпейленчĕ.

Çавăн пекех çулсеренех ялсенчи урамсем çĕнелсе, тирпейленсе пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех ырă улшăнусем пур. Шăнкăртамри Чебоксарская урам "Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем" проектпа килĕшỹллĕн хута кайнă çулшăн паян ватти-вĕтти хăйсен савăнăçне пытараймасть. Икĕ çухрăм ытла тăсăлакан ас- фальтлă çул тата çак ялтах пуçарулăх бюджечĕпе, халăх хастарлăхĕпе хута янă ача-пăча лапамĕ те Шăнкăртамра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ ыйтусемех.

Çак кунхинех Сăкăт, Алманчă, Кзыл Чишма, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене кил-тĕрешре пушар тухнине систерекен хыпарлав - датчиксене - парнелерĕç. Информаци кунĕнчи тĕл пулусенче граждансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене те пайăрлатрĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика