Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турхан сăрă ăстисене хапăл

15 июля 2019 г.

Турханта Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XIII пленэр-симпозиум уçăлчĕ. Вăл "Чăваш Ен Раççей, Беларуç художникĕсен куçĕпе" чĕнỹпе иртет. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа -100, Турханти вăтам шкула уçнăранпа - 180, А. А. Кокель çуралнăранпа 140 çул çитнине халаллаççĕ.

Пленэра чыслă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Кирилл Павлов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, "Чăваш Ен художникĕсен союзĕ" пĕрлешĕвĕн уйрăмĕн председателĕ Николай Андреев, Раççей тата Беларуç патшалăхĕсен Общество палатин членĕ Владимир Васильев, Раççей халăх художникĕ, Чăваш Енри художниксен канашĕн хисеплĕ председателĕ Ревель Федоров, Турханти вăтам шкул директорĕ Валерий Осипов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Пурте пĕрле А. Кокель çурт-музейĕ умĕнчи асăну хăми патне чĕрĕ чечексем хучĕç. Унти экспонатсемпе паллашрĕç. Пленэра тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ: Чулхула облаçĕнчи, Хусанти, Абаканри, Кемеровăри, Шупашкарти художниксем хутшăнаççĕ. Сумлă йышра Беларуçри Витебск хулинчи Светлана Врублевская доцент та пур.

Пленэр-симпозиум программине Кокель вырăнĕсемпе Турханти дендропаркра экскурсисенче пуласси те кĕрет. Çавăн пекех хăнасем Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, паллă утарçă Николай Пирожков патĕнче пулĕç. Ял тухтăрĕпе, Анатолий Кольцовпа курнăçни те интерес çуратĕ. Мастер-классем йĕркелĕç. Улатăр тата Шупашкар хулисене çитме те палăртнă.

Июлĕн 8-мĕшĕнчен Кокель пленэрне Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăннă.

Пленэр Турханти вăтам шкулта июлĕн 17-мĕшĕнче куравпа тата "çавра сĕтелпе" вĕçленĕ. Пленэр-симпозиума хутшăннисен ĕçĕсене пухса Шупашкарти художество музейĕнче те курав уçăлмалла.

Халичченхи пленэрсене 140 художник хутшăннă. Вĕсем 1500 ытла ĕç тăратнă. Турханти вăтам шкулта пленэр галерейи те пур.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика