Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çарпа спорт вăййисенчен - çитĕнỹпе

28 июня 2019 г.

Çĕрпỹ районĕнчи "Звездный" лагерьте июнĕн 19 -22-мĕшĕсенче республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç. Кăçалхипе вĕсем 51-мĕш хут пулчĕç. Унта хуласенчи тата районсенчи тупăшусенче çĕнтернĕ командăсем хутшăнчĕç.

Район чысне "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти икĕ команда (ỹкер- чĕкре), çарпа патриот клубĕсем хушшинче Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулти "Патриот" ушкăн, професси пĕлĕвĕ параканнисенчен Патăрьелĕнчи агропромышленность техникум команди хỹтĕлерĕç.

Вăйăсене хутшăнакансен çĕнтерỹшĕн сахал мар тупăшма тиврĕ. Чăн-чăнах хастарсем пулнине çирĕплетмешкĕн тĕрлĕ конкурс витĕр тухрĕç вĕсем.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен А. Сафьянов, П. Кошкин, Ю. Кубиков, Д. Тазюков, М. Кальметова, Н. Перепелкин, П. Хураськина, А. Абдулвалеева (наставникĕ Ю. Васюткин) "Орленок" ушкăнра çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç.

"Зарница" ушкăнĕнче каллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк армеецсем (ертỹçи А. Владимиров, отделени командирĕ Е. Краснова) пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарчĕç.

Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулти "Патриот" клуб членĕсем (ертỹçи В. Матюшкин, отделени командирĕ М. Молочников), Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн команди (ертỹçи А. Раевский, отделени командирĕ Д. Козлов) пĕтĕмĕшле тăваттăмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕ командăн республика чысне Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ" çарпа патриот вăййисенче июль уйăхĕнче Мускав хулинче хỹтĕлемелле пулать.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул команди федерацин Атăлçи округĕнчи "Атăлçи зарници - 2017" çарпа спортăн V вăййинче мала тухнине хаçат вулаканĕсем ас тума тивĕç ĕнтĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика