Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Минхайдер Валитова асра тытса

15 февраля 2019 г.

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитрĕ. Афганистан... Пире çавăнта службăра пулма тỹр килчĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе салтакăн чыспа пурнăçламалла. 10 çула яхăн тăсăлнă вăрçăра 15 пине яхăн салтак тупăкра килчĕ, 36 пин каччă аманчĕ, 312 çамрăк хыпарсăр çухалчĕ...

Чăваш Республикинче те пуç хунă салтаксене манмаççĕ. Вĕсен ячĕсене вилĕмсĕр тăвас тесе тĕрлĕ мероприяти иртет. Ỹссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Çавă кăмăллă: вăрçăра вилнĕ салтаксене асăнса ирттерекен мероприятисене çамрăксем хаваспа хутшăнаççĕ.

Февралĕн 9-мĕшĕнче Шăнкăртам ялĕнче Афганистанра паттăрла вилнĕ ентеш, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ Минхайдер Валитова асра тытса тутарла-пушкăртла кĕрешессипе йăлана кĕнĕ регион турнирĕ иртрĕ. Унта хамăр республикăри, Тутарстанри Пăва тата Çĕпрел районĕсенчен килнĕ 100 ытла спортсмен хăйсен виçе категорийĕсенче кĕрешрĕç. Турнир çỹллĕ шайра иртрĕ. Унта районти афганецсем çеç мар, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчен килнĕ представителĕсем те хутшăнчĕç. Вăрçăра вилнĕ ентеше аса илсе çакнашкал мероприяти ирттерессине эпир хамăрăн тỹрĕ тивĕç тесе шутлатпăр. Пирĕн ĕçе вырăна хурса турнира йĕркелеме пулăшнăшăн тата тĕп спонсор пулнăшăн ентеше, Чăваш Енри "Кĕрешỹ" ("Корэш") федераци ертỹçине Ферид Чабатова, çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхне Минсур Валитова, хăйсен тỹпине хывнă ял-йыша пурне те тав сăмахĕ калатпăр. Ăмăртăва хутшăнни каччăсен ăсталăхĕсене тата та ỹстерет. Спортсменсемпе çывăхланни, ыттисен кĕрешỹ мелĕсене илни пĕрремĕш вырăнта тăрать. Çамрăксем нихăçан та вăрçă ан курччăр. (405)

Шăнкăртам ялĕнчи афганецсем

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика