Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ хут йывăçа перекетлет темиçе хут

23 ноября 2018 г.

ТУРХАНТИ врач амбулаторийĕн врачĕ Анатолий Кольцов ырă та сăваплă ĕçе яланах хастар хутшăнать. Хальхинче те Турханти вăтам шкулта макулатура пуçтарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ «Сдай макулатуру - спаси дерево» акцинчен айккинче юлман.

Анатолий Валентинович чăн малтанах вĕренекенсемпе вăрмана упрас, тавралăха экологи тĕлĕшĕнчен пулăшас, çут çанталăк пурлăхне перекетлес ыйтусемпе калаçу ирттернĕ. Вăл çеç те мар. Сывлăх хуралçин пысăк хастарĕ яланхиллех çĕнтерỹçĕне парнепе - хальхинче мечĕкпе - хавхалантарма шантарнă. Акцие ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ, класс ертỹçисем, ял-йыш та хаваспах хутшăннă. Пĕрлехи вăйпа икĕ-виçĕ кунта икĕ тоннăна яхăн кирлĕ мар хут пуçтарнă. Ырă ĕçе явăçнисенчен улттăмĕшсем (класс ертỹçи Ольга Савельева) чи кăтартуллисем пулнă, А. Кольцовăн футбол мечĕкне тивĕçнĕ. Пĕр тонна кивĕ хут 10 йывăçа перекетлеме май панине шута илсен, акцие хутшăннисем пархатарлă ĕç туни куç умĕнче.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика