Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Деверинская парнисемшĕн

19 октября 2018 г.

Первомайски стадионĕнче тĕнче универсиадин, темиçе хутчен Совет Союзĕн чемпионкин, утас енĕпе пуçласа республикăран тĕнче рекордсменкине тухнă, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн А. Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ республикăри çăмăл атлетика кросĕ иртрĕ. Унта Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Шăмăршă тата Патăрьел ра-йонĕсенчи 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Старта тăракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, "Паттăр" ФСК, ачасемпе çамрăксен спорт-шкулĕн директорĕ А. Краснов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин, Шупашкарти кооператив институчĕн физвоспитани кафедрин заведующийĕ Н. Шашкин, П. Сидоровпа В. Салмин спорт ветеранĕсем тата тĕнче класлă спорт мастерĕ А. Деверинская саламларĕç.

Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ ячĕпе Н. Шашкин ăмăрту йĕркелỹçисене тата судьясене тав çырăвĕсем пачĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем вара республикăри физкультурăпа спорт министерстви çирĕплетнĕ дипломсемпе медальсене, А. Деверинская парнисене тивĕçрĕç.

Камсем-ха вĕсем? Ỹсĕм çулĕпе илсен вĕренекенсен дистанцийĕсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Иванова, Шăмăршă районĕнчи В. Карпов, Çĕнĕ Шупашкарти Н. Яшманова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Ляллин, Н. Мазяков, Первомайскинчен олимп резервĕсен шкулне вĕренме кайнă К. Петухова, Шупашкарти кооператив институтĕнчи С. Петров çĕнтерчĕç. Первомайски ял тăрăхĕнчен олимп резервĕсен училищине кайнă Н. Петров 18-39 çулхисем хушшинче, 70 çула çитичченхи ветерансенчен Хурама Тварти Т. Давыдов, хĕрарăмсенчен Первомайски ял тăрăхĕнчи Г. Яковлева мала тухса савăнтарчĕç.

Командăсенчен шкулсем хушшинче хуçасем пĕрремĕш вырăна алăран ямарĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика