Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Мĕн пуррипе савăнса пурăнатăп…"

21 августа 2018 г.

Çак сăмахсемпе пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне тăхăр теçетке хыçа хăварнă Ишлĕре пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ Тихон Яковлевич Титов .

Çын çуралсан тỹпене çĕнĕ çăлтăр хушăнать, тенĕ халăхра. 1928 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Каçал тăрăхĕн Чурачăк ялĕнчи Яков Титович çемйинче çĕнĕ кайăк кун çути курнă. Тỹпере çав вăхăтран вĕсен 6-мĕш çăлтăрĕ çуталма пуçланă та. Çамрăк çемье виçĕ "кĕмĕл" çумне тата виççĕмĕш "ылтăн" хушăннишĕн калама çук савăннă. Ялти Тихон Семенович Шипатов учитель ятне парас тенĕ ашшĕпе амăшĕ хăйcен тĕпренчĕкне (тен, пирĕн ача та учитель пулĕ тенĕнех). Якку, Октябрьти Аслă революци, Граждан вăрçи витĕр тухнăскер сахал мар хутла пĕлекен çынсемпе тĕл пулнă. Ачисене те вĕреннĕ çын тăвас тесе яланах: "Вĕренĕр, çăкăр çиекен пулатăр!" - тенĕ.

Чылай хура-шурне курма тивнĕ нумай ачаллă çемьен. Виçĕ хĕр те ултă ывăл çумне тата инкеке лекнĕ пĕр тăванĕн хĕрне валли те вырăн тупнă Титовсем. Ачисем, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскерсем, ирне-каçне пĕлмеcĕр хăйсен арманĕнче, хурт-хăмăр ĕçĕнче вăй çитнĕ таран тăрмашнă. Самана таппи пĕр пек пымасть çав - Яккăвăн та аслă хĕрне илсе инçете, Питĕр хулине, тухса кайма тивет. Юлнисене анкартине хăваласа кăларнă.

Çичĕ ачапа тăрса юлнă Марфа Тарасовна тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарса тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратнах. Ашшĕ каланине тĕпе хурса кашнинех вĕрентме тăрăшнă.

1946 çулта Тихон та, самана ыйтнине тĕпе хурса, ашшĕ-амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Аслă Чурачăкри вăтам шкул хыççăн Шупашкарти учительсем хатĕрлекен института вĕренме çул тытать.

- Ишлĕ шкулне каятăр. Унта шăпах истори вĕрентекенĕ кирлĕ. Тихон Яковлевич, тата çакна палăртса хăварам, унта каякансем ытларах çавăнтах юлаççĕ. Вырăнĕ лайăх пулас,- тенĕ теме систернĕн кăшт куларах Первомайски районĕн вĕрентỹ уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Васильевич Шевцов.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк каччă алла ĕçе илмелли çинчен калакан хушупа Ишлĕ ялне васканă. Нимĕнле çăмăллăх та кĕтмен кунта вĕрентекене: шкул çурчĕ çунса кĕлленнĕ… Вĕренỹ çулне ачасене тĕрлĕ çурта вырнаçтарса пуçланă. Кашни урока вăхăтра ĕлкĕресчĕ тесе утса мар, чупса çỹренĕ йĕкĕт.

1949 çулта, пĕр çулталăк ĕçленĕ хыççăн, Тихон Яковлевича Ишлĕ шкул директорĕн вĕренỹшĕн яваплă çумне лартаççĕ. Çамрăк нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр çанă тавăрса ĕçлеме пикеннĕ.

1950 çулсен пуçламăшĕнче çĕнĕ шкул тума тытăнаççĕ. А. Маков директорпа пĕрле Т. Титовăн та нумай вăй хума тивнĕ, лашасемпе вăрман кăларнă. Ыхра Çырми тăрăхне никĕс валли чул, Канаш хулине кирпĕч илме кайма та пĕрре çеç тивмен. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тумалла пулнă. 1954 çулта икĕ хутлă йывăç çуртăн пĕрремĕш хутне хута янă. Аслă классенче вĕренекенсем сухăр шăршиллĕ классенче пĕлỹ илме пуçланă.

- Тĕнче, тăван çĕршыв историне тĕлĕнмелле кăсăклă каласа паратчĕ пире уроксенче Тихон Яковлевич Титов. Вырăсла яка калаçни уйрăмах тыткăнлатчĕ ял ачисене. Аслă юлташ пулса пурнăçра кирлĕ канаш, сĕнỹ, пулăшу пама яланах хатĕрччĕ. Шкул хыççăн вĕреннĕ çын пулас килни те çакăн пек çынсенчен пуçланчĕ пулĕ тесе шутлатăп, - тесе аса илет Василий Андреевич Тихонов çĕнĕ шкулăн пĕрремĕш выпускникĕ, аслă пĕлỹ илсе нумай çул колхозра агроном пулса ĕçленĕскер.

1956 çулта пĕтĕм класа çĕнĕ пĕлỹ çуртне пуçтарнă. Таврари 15 ытла ялтан ачасем ирсерен шкул алăкне уçнă. Кашни ачан ашшĕ-амăшĕпе курса калаçасси шкул администрацийĕшĕн паллах çăмăл пулман. Вĕсемпе тĕл пулма çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе сахал мар çỹренине аса илет Т. Титов.

Шкул территорине тирпей-илем кĕртме лашапа Патăрьел питомникне çити тирек, улмуççи хунавĕсем илме кайма та вашават, пултаруллă вĕрентекенех, Т. Титовах, шаннă вăл вăхăтри директор М. Макаров. Çулсем иртнĕ май шкул кивелсе пырать пулин те асăннă директорăн палăкĕ пекех туйăнса тăрать.

Çапла, шанăçран тухмасăр темиçе ертỹçĕпе ĕçлеме тивнĕ Т. Титовăн. 1967 çулта педагогика ĕçĕнче аванах пиçĕхнĕ вĕрентекене хăйне те директора лартаççĕ. 16 çулта сахал мар лайăххине те, начаррине те курма тивнĕ ертỹçĕн. Пурнăç ыйтнипе ютран килекен ачасене валли интернат, апатлантарма столовăй, алĕç ăсталăхне аталантарма мастерской, çар ĕçне явăçтарма тир шкул территорийĕнче тунă. Урăх çĕртен ĕçлеме килекенсем валли хваттер те çак ертỹçĕ тăрăшнипех пулнă. Ял хуçалăхне юратма вĕрентессине тĕпе хурса шкулта лаша тытнă, кролик ĕрчетнĕ. Уйăрса панă çĕр çинче тĕрлĕ çимĕç лартса ỹстернĕ.

Туртакан лашан тиевĕ яланах йывăр тенĕ пек Т. Титов нимĕнле обществăлла ĕçрен те пăрăнман, политшкулпа халăх дружини ертỹçи, юлташла суд председателĕ, пропагандист, депутат - пурнăç мĕн ыйтнине йăлтах пурнăçлама тăрăшнă.

Тихон Яковлевича шкулти инкек-синкеке, савăнăçа пайлама çумри мăшăрĕ Александра Андреевна сахал мар пулăшнă. Вăл çакăнтах математика вĕрентекенĕ пулса вăй хунă. Паянхи кун та ватăсем пĕр-пĕрне упраса пурăнаççĕ. Титовсем 3 ача çитĕнтернĕ. Аслă пĕлỹ панă. Асли - Володя ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Люся Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче врач профессине алла илнĕ. Фаина кооператив институтĕнче хăйĕн пĕлĕвне ỹстерсе паянхи кун финансист пулса вăй хурать. Ашшĕ-амăш ватлăхĕн канлĕхне килте Володя ывăлĕ тытса пырать. Кил таврашĕнчи ĕçсене те чылайăшне Тихон Яковлевич хăйех пурнăçлама тăрăшать. Икĕ теплица, пахчара ỹсекен тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç ирсерен хуçине кĕтсе лараççĕ. Вăл пырса калаçасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Т. Титов - ялти арçынсенчен чи ватти. Вăл вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне сывă пурнăç йĕркине тытса пынинче курать. Кĕлеткипе вашаватскер кăçалхи "Йĕлтĕр йĕрĕ-2018" чупăва хутшăнса, йĕлтĕр çине тăрса ачасене тĕслĕх кăтартма пултарчĕ. Ăна ял тăрăхĕнче иртекен хуть мĕнле мероприятире те курма пулать. Паянхи кун сиксе тухакан çивĕч ыйтусене татса пама кирлĕ канашсем парать.

С. ЕДИФАНОВА, шкул директорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика