Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке - хаклă парне

10 апреля 2018 г.

Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейре "Юратса кĕнеке парнеле" акци иртрĕ. Çак мероприятирен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кĕнеке тусĕсем те айккинче юлмарĕç, хăйсен килĕсенчи кĕнекисене вулавăшсене парнелерĕç. Хурама Тварта пурăнакан Терентийпа Лидия Давыдовсем Турхан ял библиотекине 150 кĕнеке парнеленĕ.

Терентий Андреевич хăй те культура сферинче 42 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, библиотекăн ĕçĕ-хĕлне питĕ лайăх ăнланать. Çавăнпах ĕнтĕ май килнĕ таран пулăшма тăрăшать, ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытма пăрахмасть. Кашни иртекен мероприятинех хутшăнать.

Ырă тăвакансен çулталăкĕнче акци малалла ĕçлет. Давыдовсен сăваплă ĕçĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса шанас килет.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика