Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа пиçĕхсе ỹсеççĕ

23 января 2018 г.

Вăрманăн сиплĕ сывлăшĕпе хул-çурăмне тĕреклетсе ỹсеççĕ Ишлĕри çамрăксем. Çакă вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма та пулăшать.

Чылайăшĕ спорта кăмăллаççĕ тата. Унпа пиçĕхнĕскерсем умри тĕллевĕсене те çирĕппĕн пурнăçласа пыраççĕ. Акă, К. Карзаков Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин пограничниксен Мускаври институтĕнче вĕренет. Костя спорт хăнăхăвне олимп резервĕсен училищинче те илнĕччĕ. Çамрăк çăмăл атлетикăпа федерацин Атăлçи округĕнче пĕлтĕр те, виçĕмçул та çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ.

Совет Союзĕн маршалĕ Г. Жуков ячĕллĕ Тверьти çар академийĕнче пĕлỹ пухакан А. Кутузов хăй вăхăтĕнче çăмăл атлетикăпа шкул ачисем хушшинче пĕрре çеç мар районта, республикăра çĕнтерỹçĕ пулнă. Çитĕнỹсем тума каллех спорта юратни пулăшнă. Çамрăксем иккĕшĕ те республика Пуçлăхĕн стипендине илме те тивĕçнĕччĕ.

Çак академинчех вĕренекен А. Мерзлов пирки те ырăпа палăртмалла. Вăл кĕрешес енĕпе ăсталăх кăтартса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.

П. Павлов вара шкул хыççăн çар ретĕнче пулчĕ. Десантник халĕ хăйĕн пĕлĕвне Рязаньте малалла тăсать. Вĕсем пирки нумай лайăххине палăртма пулать. Спорт пиçĕхĕвне илме вĕсене Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн тренерĕ М. Прокопьев та пулăшнă. Пĕрремĕш категориллĕ специалист халиччен те сахал мар çĕнтерỹçĕ хатĕрленĕ.

Çамрăксем вĕренỹ семестрĕ хыççăнхи канура пулчĕç. Халĕ вĕсем каллех пĕлĕвĕсене малалла тăсаççĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика