Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистраци вĕçленнĕ

15 августа 2017 г.

 Районти территори суйлав комиссийĕ Пĕрлехи суйлав кунĕ валли кандидатсенчен заявленисем йышăнассине тата регистрацилессине вĕçленĕ.

Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ишлĕ тата Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенче вырăнти депутатсене суйлĕç.

Ишлĕ ял тăрăхĕнчи пĕр мандатлă 10-мĕш суйлав округĕнчи кандидатсем:

Станислав Юрьевич Александров _ 1987 çулта çуралнă, вăтам пĕлỹллĕ, "Химпром" пĕрлешỹре аппаратчик пулса ĕçлет, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать, ЛДПР парти членĕ, ЛДПР-ăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ тăратнă.

Илья Николаевич Арланов _ 1977 çулта çуралнă, вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, "УК "Олимп" ООО-ра мастер пулса ĕçлет, Шупашкар хулинче пурăнать, "Справедливая Россия" партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕ тăратнă.

Светлана Николаевна Бильтяева _ 1975 çулта çуралнă, вăтам пĕлỹллĕ, Ишлĕри "Хĕрлĕ палан" ача садĕнче воспитатель пулăшуçи пулса ĕçлет, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин Чăваш Республикинчи вырăнти уйрăмĕ тăратнă.

Олег Афанасьевич Юркин _ 1961 çулта çуралнă, пуçламăш професси пĕлĕвĕ илнĕ, пенсионер, Пăлапуç Нурăс ялĕнче пурăнать, хăйне хăй тăратнă.

Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи пĕр мандатлă 9-мĕш суйлав округĕнчи кандидатсем:

Станислав Юрьевич Александров _ 1987 çулта çуралнă, вăтам пĕлỹллĕ, "Химпром" пĕрлешỹре аппаратчик пулса ĕçлет, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать, ЛДПР парти членĕ, ЛДПР-ăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ тăратнă.

Владимир Ильич Ефимов _ 1955 çулта çуралнă, вăтам пĕлỹ илнĕ, пенсионер, Чăваш Ишек ялĕнче пурăнать, хăйне хăй тăратнă.

Юрий Геннадьевич Леонтьев _ 1978 çулта çуралнă, аслă пĕлỹллĕ, "Чăваш Республикинчи автомобиль спорт федерацийĕ" обществăлла пĕрлешĕвĕн регионти президенчĕ, Шупашкарта пурăнать, "Справедливая Россия" партин Чăваш республикинчи уйрăмĕ тăратнă.

Владимир Васильевич Семенов _ 1961 çулта çуралнă, аслă пĕлỹллĕ, Чăваш Ишекĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ, Чăваш Ишекĕнче пурăнать, "Единая Россия" парти членĕ, "Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин Чăваш Республикинчи вырăнти уйрăмĕ тăратнă.

Кандидатсене "Авангард" хаçатăн çурлан 18-мĕшĕнче тухакан номерĕнче агитаци материалĕсем валли кашнинех 50 тăваткал сантиметр лаптăк тỹлевсĕр уйăрса пама пăхнă. Материалсене çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 12.00 сехетчен редакцине илсе çитермелле.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика