Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пỹрте кĕрсен мĕн сас лайăх? Ача-пăча сасси лайăх

20 июня 2017 г.

Районти çырăнтару керменĕнче Раççей Федерацийĕнче ЗАГС органĕсене туса хунăранпа 100 çул, Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ май тата Чăваш Республикинчи Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕнче сумлă мероприяти иртрĕ. Унта çут тĕнчене çак кунсенче çуралнă Туçари Иванпа Валентина Бельдековсен, Патăрьелĕнчи Александрпа Ирина Сергеевсен, Шăнкăртамри Наилпа Лейсен Чабаевсен ачисене ят хучĕç.

Мероприятие республикăри юстици тата пурлăх хутшăнăвĕ- сен министерствин ЗАГС пайĕн начальникĕн çумĕ А. Семенов, консультанчĕ Н. Арсентьева, ертсе пыракан специалист-эксперчĕ И. Хуморова, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ М. Айзатуллов, Туçа, Патăрьел, Шăнкăртам ял тăрăхĕсен ертỹçисен çумĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Иван Васильевичпа Валентина Геннадьевнăн ывăлĕ çемьери пиллĕкмĕш ача. Лидия, Анастасия, Наталья, Анна тата ашшĕпе амăшĕ ăна куç пек кĕтнĕ.

Александр Петровичпа Ирина Николаевна та Илюшăпа Артем ывăлĕсем хыççăн хĕр çуратма ĕмĕтленнех. Аслашшĕпе асламăшĕн хăйсен те йăха тăсакан паттăрсем çеç пулнă. Çут тĕнчене хĕр-мăнук килни вара пурне те савăнтарнах.

Наил Минсеидовичпа Лейсен Мансуровна пĕрремĕш ачашăн хĕпĕртеççĕ.

Килĕшỹллĕ çемьесене ачисен докуменчĕсене Марат Минсеитович пачĕ. Çак ятпа мăшăрсене чылай ăшă сăмахсем каларĕ. Ăрăва малалла тăсакансене сывлăхлă та тĕреклĕ пăхса ỹстерме ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Кашни ашшĕпе амăшĕ ачисен ячĕсен "вăрттăнлăхĕсене" пĕлчĕ. Мăшăрсен камсенчен тĕслĕх илмелли те пулчĕ мероприятинче. Шăнкăртамри Фенис Хайдаровичпа Гузялия Шефигулловна Шршасем тăватă ача _ Роза, Ризиля, Лилия, Алмаз _ çитĕнтереççĕ. Раççей Президенчĕ В. Путин Указĕпе килĕшỹллĕн вĕсене 2016 çулта ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн тата çемье йăли- йĕркине çирĕплетсе пынăшăн "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден парса чыс тунăччĕ. Ĕçчен мăшăр апла ял тăрăхĕнче çеç хисеплĕ мар иккен. Гузялия Шефигулловна чыса тивĕçнĕ çемьесене 10 халал панă май хĕрĕпе пĕрле "Берегите своих детей" юрра шăрантарни пурне те савăнтарчĕ.

Кĕвĕ çемĕ майăн çемье управçисем _ çамрăк ачасен амăшĕсем _ çемье "вучахне" чĕртрĕç. Кашни ачи çитĕнсе çитсен ăрăва малалла тăсма пултартăрах, терĕç.

Чăваш, тутар наци орнаменчĕллĕ пĕчĕк парнесене вара тин çуралнăскерсем валли Н. Замкова алă ăсти тăрăшнипе ха- тĕрленĕ.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина мероприятине кăмăла каймалла йĕркеленĕ, И. Сергеевпа Л. Шрша чăваш, тутар юррисене илемлĕн шăрантарчĕç.

Йăла-йĕркене малалла ача яшкипе бябяй ашы тăсрĕ. Çут тĕнчене килнĕскерсем сывлăхлă, тĕреклĕ, ăслă та çирĕп ỹс- чĕр, терĕç пурте. Кашнийĕшне _ Гриша Бельдекова, Карина Сергеевăна тата Аяз Чабаева _ вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика