Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул ытла сывлăх хуралĕнче

06 июня 2017 г.

Йăрăс пỹллĕ хурăнсен, ырă шăршă сарнă сиреньсен, хитре çеçке çурнă чечексен хушшинче ларакан çурт енне кун каçа çын утать. Пĕрисем врачсем çырса панă сиплеве илме килеççĕ, теприсем юн пусăмне виçтерме кĕреççĕ, виççĕмĕшĕсене _ çамрăк ача амăшĕсене _ фельдшерица консультацийĕ кирлĕ тата ытти те.

_ Ял пĕчĕк мар пирĕн, 600 çын ытла.. Вĕсенчен çулталăк тултарман 6 ача. Тыл ĕçченĕсем 16 пурăнаççĕ. Вăрçă ветеранĕпе тăлăха юлнă салтак арăмĕсем те пур. Кашнийĕн сывлăхĕ интереслентерет, паллах. Фельдшер пунктне килсе çỹрейменнисем патне килĕсене каятпăр,_ тет кунта ĕçлекен З. Быкова.

43 çул сывлăх сыхлавĕнче Зинаида Владимировна. Куллен тав сăмахĕ илтекенскер халиччен мĕн чухлĕ çынна ырă туман-ши. Шутласа та кăлараймăн.

Ĕç кунĕ виçесĕр фельдшерицăн. Медицина пунктне ирпе киличчен вăл пĕр кун ялăн пĕр вĕçне, тепринче тепĕр вĕçне çитсе килме ĕлкĕрет. Çамрăк ачасем, вырăнпа выртакан ватăсем те пур-çке. Вĕсен сывлăхĕсемпе интересленет. Е тата врачсем çырса панă сиплев ĕçĕсене пурнăçлать. Саккăрмĕш, тăххăрмĕш теçеткесене вакланисенчен хăшĕ-пĕри хăйех фельдшер пунктне çитме пултарать. Сывлăхран хавшаккисем е кĕрлĕ-çурлă пылчăкра каллех пулăшу илме килеймеççĕ.

_ Ватлăхра пире юн пусăмĕ выляни _ ỹсни е чакни _ пăшăрхантарать. Тỹрех медицина пунктне утатпăр. Кăмăллăн йышăнаççĕ кунта. Пурне те ăнланакан Зинаида Владимировнан малалла ĕçлеме хăйĕн те сывлăхĕ пултăрах. Çĕнĕ медицина пункчĕ _ ФАП _ çывăх вăхăтра ĕлĕкхи вырăна таврăнĕ, ял варринче пулĕ. Халăха çỹреме те çывăхланать, _ тет укола килнĕ М. Арланова педагог-ветеран.

Вăхăтĕнче фельдшер пунктĕнче тăватшарăн ĕçлени те пулнă. Халĕ мĕн пур ĕç пĕр çын çине тиеннĕ. Кунне те, çĕрне те пĕлмелле марах çав ĕнтĕ. Ялти сывлăх сыхлавçи çапла пурăнать те. Ун патне пулăшу ыйтма талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче пырсан та хирĕçлемест. Майне те, вăхăтне те тупать. Ачи-пăчи ỹссе çитĕннĕ. Çемьеллĕ. Хĕрĕсем иккĕшĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ. Ирина бухгалтерта, Наташа медсестрара ĕçлеççĕ. Асли амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Çемье профессине Зинаида Владимировна мăнукĕ малалла тăсма кăмăл тунă. Наташăн хĕрĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренет.

Зинаида Владимировна та çемьери ачасенчен асли пулнă. Çавăнпа хулана каяс шухăш тытман. 10 класс хыççăн Патăрье- лĕнче икĕ çуллăх медсестрасен курсĕнче пĕлỹ пухнă. Унтан район больницин ача-пăча консультаци уйрăмĕнче ĕçе пикеннĕ. Туçари участок больницин тĕп врачĕ В. Никитина вара ăна Кивĕ Ахпỹрте куçма ыйтнă. Шăпах ĕç вырăнĕ те пулнă. Унтанпа та тăватă теçетке çул иртнĕ. Çак тапхăрта ял та чылай çĕнелнĕ, йыш та хутшăннă, нумай чăмăртаннă...

Пурнăçран мĕн илмеллине пурне те илнĕ З. Быкова. Шел мăшăрĕ çеç иртерех çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Юратнă ачисем, чĕвĕлти чĕлхеллĕ мăнукĕсем тунсăхлаттарсах тăмаççĕ. Капмар çуртра пурăнма сывлăх çеç пултăр ĕç ветеранĕн. Чыс-хисепĕ çителĕклĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Районти тĕп больница администрацийĕн тавĕ те пур.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика