Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтамалăх пур

22 февраля 2017 г.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенĕн хăйĕнпе тытăçакана кавир çине çавăрса çапас тесен алăпа та, урапа та, тĕрлĕ мелпе усă курма пулать. Çакнашкал пултарулăх пуррисем вара Раççей шайĕнчи ăмăртусенех çитеççĕ.

Елчĕк районĕнчи Кушкăри шкул спорт залĕнче ачасем хушшинче мала тухассишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йăлана кĕнĕ республика турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва тĕрлĕ виçелли хутшăнчĕ. Пирĕн район команди те аякра юлмарĕ. Патăрьелĕнчи пĕртăван Вахитовсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Улттăмĕшпе çиччĕмĕш классене çỹреççĕ Разильпа Ранис. Иккĕшĕ те ирĕклĕ майпа кĕрешессине килĕштернĕ. Республика шайĕнчи ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ вĕсем. Ашшĕ те ỹркенсе тăмасть ачасен. Яланах турнирсене пĕрле тухма тăрăшать.

Ишлĕ шкулĕнче вĕренекен ачасен те çитĕнĕвĕсем пур. 7 класри М. Ерофеев, К. Андреев хăйсен виçисемпе çак турнирта кĕрешсе иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсемпе савăнтарчĕç.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, тренер

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика