Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт _ ушкăн хăвачĕ, вăй

12 августа 2016 г.

"Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кỹрет. Пирĕн хамăрăн ачасене харпăр-хăй тĕслĕхĕпе спорта юратма хăнăхтармалла, вĕсене тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшмалла. Компьютер сĕнекен тĕлсĕр вăйăсенчен пистерсе ачасене хăйсен ашшĕ-амăшĕпе тата юлташĕ- семпе пĕрле ытларах уçă сывлăшра пулма вĕрентмелле", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Шăпах çакна тĕпе хурса сăмах пуçарчĕ те пирĕнпе Ишлĕри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкул директорĕ С. Едифанова. Малалла Светлана Витальевна çитĕнекен ăру тăвакан утăмсемпе паллаштарма пуçларĕ. Шкулта 56 ача вĕренет. Йыш пысăках мар пулин те кăтартусем курăмлă. Акă Люляри Смирновсене çеç илер. Пурте çак шкулта илекен хăнăхусемпе пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ вĕсем. Халĕ çар службинче тăракан Алексей спорт мастерне çитнĕ. Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен Ксюша _ спорт мастерĕн кандидачĕ. Вăлах иртнĕ çул çак ăнтăлушăнах Чăваш Республики Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн стипендине илме тивĕçнĕччĕ.

Эстафетăна малалла тăсаканни _ Ирина. Вăл та стипендиат.

_ Спортри çитĕнỹсене пулах çамрăксен çулĕсем уçăлаççĕ,_ сăмаха малалла тăсать шкул директорĕ.

_ Акă, олимп резервĕсен училищинче вĕренекен К. Карзаков тата çар училищине вĕренме кĕнĕ А. Кутузов та Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕсем.

Ачасене хавхалантару савăнтаратех. Малтанхи савăнăçĕ те манăçмасть вĕсен. 2005 çулта яла газ янă чухне (пуçаруçи М. Краснов) шкула 100 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ парнеленĕччĕ. Кĕрешме хăнăхма май паракан матсем те пурччĕ вăл шутра. Паян тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ куçкĕрет. Ачасемпе кĕрешме хăнăхмалли тренировкăсене М. Зейнетдинов ирттеретчĕ. Çăмăл атлетикăпа вара М. Прокопьев тренер хатĕрлетчĕ. М. Храмов физкультура учителĕн тỹпи те пур кунта. А. Сорокина, Н. Прокопьева, Д. Артемьева чупакансен ỹсĕмĕсем савăнтаратчĕç.

Спортри кăтартăвĕсем лайăх пулнăранах ĕнтĕ иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Ишлĕре районти шкул директорĕсен канашлăвне ирттернĕ. Унта шăпах ку енĕпе вырăнта мĕнле ĕçленине тишкернĕ.

_ Хăтлă спортзал çуккишĕн пăшăрханмаççĕ пирĕн специалистсем. Вăрман çывăхĕнчи уçă сывлăш тĕреклĕ хул-çурăмлă каччăсемпе хĕрсем ỹстерме май парать. Çитĕнỹ тăвасси ачасен тăрăшулăхĕнчен тата педагогсен ăсталăхĕнчен килет. Пирĕн ку енĕпе савăнмалăх пур,_ тет калаçăва пĕтĕмлетсе С. Едифанова.

Килĕшмеллех. Спортпа туслă çын компьютер умĕнче çуллахи вăхăтра пиçĕхсе лармасть. Каçхине те ăна эрех-сăрапа явăçнă аслă юлташĕсен хушшинче кураймастăн. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çак енсене сивлени те паллă.

А. Астраханцева.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика