Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУНАРçА ТА ТИМЛĕХ КИРЛĕ

12 апреля 2016 г.

Апрелĕн 9-мĕшĕнче Ишлĕре Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕн, "Единая Россия" политика партин регионти уйрăмĕн секретарĕн Николай Владимирович Маловăн призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри сунарçăсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Патăрьел, Етĕрне, Йĕпреç, Шăмăршă, Ельчĕк, Красноармейски, Улатăр, Комсомольски, Канаш районĕсенчи, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Марий Эл республикинчи 50 ытла ухатаçă хутшăнчĕ.

Ăмăртакансене Н. Малов, Патăрьел район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Ишлĕ ял тăрăхĕн ертỹçи Л. Юркина, ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ В. Кузюков тата ыттисем те хавхалантарса тăчĕç.

Ăмăртăва сунарçăсен спортри ăсталăхне тата сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, чи вăйлисене тата тĕл перекенсене палăртас, вĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе йĕркелерĕç. Ăмăртăва хутшăнакансенчен чи çамрăкки П. Быков (20 çулта), чи асли И. Стеклов (69) пулчĕç.

"Тĕл перекен" тупăшура пĕрремĕш вырăна Йĕпреç районĕнчи П. Козловпа Патăрьелĕнчи А. Никитин пайларĕç. Виççĕмĕшĕнче _ Елчĕк районĕнчи В. Медведев.

Мала тухнисем кубоксемпе дипломсене тивĕçрĕç. Кашни команда "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн тав çырăвне илчĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика