Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче шайĕнче _ ылтăн медаль

28 ноября 2015 г.

Хусан хулинче кĕрешỹçĕсен тĕнче шайĕнчи чемпионачĕ иртрĕ. Унта 27 çĕршыв спортсменĕ хутшăнчĕ. Раççей чысне вара Пушкăртран иккĕн, Тутар Республикинчен виççĕн, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул выпускникĕ, ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спортшкулĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне çỹренĕ Марат Купкенов хỹтĕлерĕç.

Ентеш паянхи кун Хусанти аслă шкулта юриста вĕренет. 4-мĕш курс студенчĕ. Марат ашшĕ- амăшне, спорта юратакансене, вĕрентекенсене, тренер-преподавательсене черетлĕ çитĕнỹпе савăнтарчĕ. 60 килограмлисен ушкăнĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тĕнче чемпионне тухрĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: каччă нумаях пулмасть Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕ. Вăл "Керэш" енĕпе вăй виçсе пилĕк хутчен Раççейре тата тăватă хутчен Тутар Республикинче мала тухма пултарчĕ. 2013 çултанпа çĕршывăн пĕрлештернĕ командинче тăрать.

Спортри пуçламăш утăмĕсене Марат шкулта И. Зейнетдинов вĕрентекен ертсе пынипе тунă. Вĕренỹ учрежденийĕн чысне футболла, волейболла, баскетболла выляса та хỹтĕленĕ. Алă вăй виçессипе те çитĕнĕвĕсем пур.

Вуннăра чухнех М. Купкенов И. Алеев тренер ертсе пыракан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне çырăннă. Пĕрлех тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен секцине çỹренĕ. Ку енĕпе унăн пĕрремĕш тренерĕ республикăри обществăлла организаци президенчĕ Ф. Чабатов пулнă. Ферид Киаметдинович çак спорта аталантарассипе районта çеç мар, республикăра та витĕмлĕ пулăшу кỹнĕ. Çамрăксемпе тренировкăсем ирттернисĕр пуçне спортсменсемпе Ульяновск, Хусан, Уфа хулисене Раççей шайĕнчи ăмăртусене тухса çỹренĕ. Çавăнпа та Ф. Чабатовăн Марат çитĕнĕвĕпе мухтанмалăх пурах. Шăнкăртамри М. Тазетдинов, З. Якушев чапа тухнă кĕрешỹçĕсемпе тан лартма пулать паян Марата. Ывăлĕн çитĕнĕвĕнче ашшĕ-амăшĕн тỹпи пысăк. Вĕсем каччăна ырă йăласене тĕпе хурса, сиенлисене сивлесе, аслисене хисеплесе ỹссе çитĕнме пулăшнă.

А. АФАНАСЬЕВ, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕн çумĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика