Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлесен мулĕ те пулать

21 ноября 2015 г.

 Шăнкăртамсем рынок экономикин "тутине" хăвăрт туйса илчĕç, çавна май кунта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх вăйлă аталанать. Выльăх- чĕрлĕхпе суту-илỹ тăвасси, какайран, çăнăхран тĕрлĕ продукци хатĕрлесси тата ытти те çак ялсемшĕн ют мар. Бизнесра чылайăшĕ çемйипех тăрăшаççĕ. Акă, Валеевсем те çăмăл мар лава пурте пĕрле кỹлĕннĕ.

Çурт ан юхăнтăр тесен кашни кун пĕрер пăта çапмалла, теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ара, хуçалăхра ăна-кăна тумалли тупăнсах тăрать. Пĕрне çĕнетнĕ çĕре тепри кивелет, ăна юсан çеç _ виççĕмĕшне тирпейлемелле... Халь тата хăш-пĕр чухне кивеличчен те тăмастпăр, модăран юлас мар тесе лайăхран тата лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. Çавна май тимĕр кĕтессемпе юпасем, профнастил, поликарбонат... кирлех. Валеевсем ял çыннисен шухăш-кăмăлне шута илсе тимĕр-тăмăр сутма тата ăна авса хитрелетсе тĕрлĕ япаласем ăсталама пуçланă. Ĕç-пуçа йĕркелесе пыраканни кил хуçи _ Миннереис Абдуллахатович.

_ Эпĕ хам Шупашкарти ял хуçалăх академинчен агронома вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, "Труд" хуçалăхра агрономра ĕçлерĕм. Каярах райкомра ял хуçалăх пайĕнче инструкторта, "Байрак" хуçалăхра тăрăшнă. Перестройка вăхăтĕнче колхозсем саланма пуçланă вăхăтра предпринимательлĕх вăй илме пуçларĕ. Шăп çавăн чухне, 1995 çулта, хамăр бизнеса йĕркелерĕмĕр, _ тесе пĕлтерчĕ М. Валеев. Сириня Нурулловна та айккинчен çеç пăхса тăрас темен _ упăшкипе пĕрле тăрăшнă. Хăть мĕн тесен те иккĕн йывăрлăхсене çĕнтерме те, тăвалла утма та çăмăлрах, савăнăçа çурмалла пайлама та кăмăллăрах. Ачисене те, Маратпа Ильназ ывăлĕсене, тĕрĕс воспитани пама вăхăт тупнă, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнă. Ашшĕ-амăш тата асламăш пилĕпе иккĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Марат Хусанти экономика колледжне тата Чулхулари полицисен академине пĕтернĕ. Ильназ Чă-ваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче ăс пухнă вăхăтрах Хусанти юридика институтĕнче те вĕреннĕ.

Паян вĕсем ашшĕпе амăшĕн чи пысăк пулăшуçисем. Тимĕр касмалла е сварка тумалла _ çынна йăлăнмаççĕ. Алли-ури иккĕшĕн те ылтăн. Çавăн пекех тимĕре хĕртсе тĕрлĕ эреш те ăсталаççĕ. Алăк умне "калпак" çакас, хапхана илемлетес, вилтăпри тавра чартак лартас шухăшлисен кăмăлне Валеевсем çийĕнчех тивĕçтереççĕ. Çурт умĕнче тытнă карта вĕсен ĕçне рекламăлакан щит евĕрех: хитре эрешсем вырнаçтарнăран куçа илĕртет. Паян Валеевсем ура çинче çирĕп тăракан предпринимательсенчен пĕрисем. Маларах йывăрлăхĕсем те, ыйхăсăр каçсем те, тупăшĕнчен ытларах тăкакне курнисем те пулнă. Миннереис Абдуллахатовичпа Сириня Нурулловна техникăн юсав пайĕсене сутнă, ал-ура çавăрса пынă май халăха строительство материалĕсем те сĕнме тытăннă. Икĕ çул каялла ти- мĕре авса хитрелетессипе те ĕçлеме пикеннĕ. Рынок экономики кашни предпринимателе хăйĕн "али" витĕр кăларать. Хавшакраххисене унта вырăн çук, çавна май вăйлисем тата çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртсе пыракансем кăна аталанса пыраяççĕ. Валеевсем те самана таппинчен шит те юласшăн мар. Çакна тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать.

Ют çĕршывра кăларнă сериалсене курнă чухне унти сăнарсем гараж алăкĕсене пультпа уçнине курсан ай-ай! тĕлĕнеттĕмĕр. Халь çак япала хамăр пата та çитрĕ. Миннереис Абдуллахатовичпа ывăлĕсем шăпах "асамлă" алăка вырнаçтарассипе те тимлеççĕ. Вĕсем Хусанти "DoorHan" фирмăпа килĕшỹ тусах ĕçлеççĕ. Çавăн пекех пластикран ăсталанă чỹречесем лартма та заказсем йышăнаççĕ.

Предпринимательлĕх тимлĕх нумай ыйтать пулсан та М. Валеевра агроном чунĕ те ниепле те лăпкăн çеç тĕлĕресшĕн мар. Кил хуçи йывăçсем, çырласем çитĕнтерессипе питĕ интересленет. Ки- лĕнчи пахчара 200 тĕме яхăн йывăç: каштан, туя, чăрăш, шĕшкĕ, пан улми, груша... Кĕркуннечченех пулакан çĕр çырлисене вара хăй хĕлле ятарласа чỹлмекре акнă, çуркунне хĕвел çине кăларнă. Тин çеç çунă шур юр çинче вĕтĕ хĕрлĕ çырласем таçтанах курăнаççĕ. Пахчара чун киленĕçне тупнине палăртрĕ Миннереис Абдуллахатович. Унтан хăйĕн малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ:

_ Выльăх-чĕрлĕхпе те ĕçлеме пуçăнасшăн. Çемьепе канашланă хыççăн лашасемпе сурăхсем ĕрчетме пикенесшĕн. Çавна май арендăна илнĕ 20 гектарта курăк çитĕн- терĕпĕр. Ĕмĕчĕсем тата та пур-ха... Турри пулăшсан, хамăр тăрăшсан пурнăçа кĕртетпĕр.

О. ПАВЛОВА.

"2015 çулта вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ памалли условисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртни, производствăна модернизацилени тата техника тĕлĕшĕнчен пуянлатни, инноваци продукцийĕн тỹпине пысăклатни, производство калăпăшĕн тата ĕç тухăçлăхĕн ỹсĕмĕ, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелени пулса тăрĕç." ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.

М. АМАЛЕЕВА, пенсионер, Шăнкăртам ялĕ:

_ Кучухне тăрăшулăхпа пултарулăх пулсан, ỹркенмесен, кирек кам та икĕ алă валли чун юратнă ĕç тупма пултарать тесе шутлатăп. М. Валеевсен çемйи ял халăхĕшĕн çеç мар, таврара пурăнакансемшĕн те тĕрĕс те кирлĕ бизнес суйласа илнишĕн савăнатăп. Вĕсен ĕçĕ курăмлă та, пахалăхлă та. Ăстасем çурт тăрри те витеççĕ, кантăксем те лартаççĕ, картасемпе хапхасене тимĕртен юмахри евĕр эрешлеççĕ. Нумай пулмасть эпир те предпринимательсен çăмăллăхĕпе усă курса çурт тăррине çĕнетрĕмĕр, кантăксене те улăштартăмăр. Пуриншĕн те кăмăллă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика