Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял аталанать _ çĕршыв тĕрекленет О

31 октября 2015 г.

ктябрĕн 27 тата 28-мĕшĕсенче районта "Шăнкăртамри диалог" экономика форумĕ тата "Шăнкăртам вулавĕсем" наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унăн кăçалхи теми _ "Ял аталанăвĕ _ Раççей экономикин çĕнелĕвĕ тата кăмăл-сипет никĕсĕ" _ паянхи пурнăçшăн питĕ актуаллă. Мероприятин пĕрремĕш кунĕнче халăх культурине, инфраструктурăна аталантарассине, ял çыннисене хумхантаракан ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

"Раççейĕн ăнăçлă аталанăвĕ яла çирĕплетнин факторĕ" регионсем хушшинчи пиллĕкмĕш форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Михаил Петров тата район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕç. Вĕсем пурте пĕрле пирĕн тăрăхра туса илекен, пĕçерекен продукцисемпе паллашрĕç, хак пачĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Ытлă-çитлĕ пурăнас, çурт-йĕре тĕреклетес, ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парас тесе гектарĕ-гектарĕпе çĕр улми, кишĕр, сухан-çевок акакансем чылайăн. Анчах пĕр йывăрлăх пур _ туса илнĕ продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарма йывăр. Илме килекеннисем пур-ха, тарпа шăварнă çимĕçĕн хакĕ чылай чухне чăх кулли кăна! Шăпах çакăн пирки сăмах пуçарчĕ "Московский Муфтият" Тĕп регионти тата Мускаври, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕнчи обществăлла палатăн членĕ Альбир-хазрат Крганов муфти. Вăл агрокластерсем (унчченхи пек каласан _ йышăну кантурĕсем) хута яни çĕр ĕçченне пысăк пулăшу панине палăртрĕ. Унтан Шăнкăртам ял тăрăхĕн демографийĕ пирки кĕскен чарăнса тăчĕ.

Михаил Игнатьев форума малалла тăснă май асăннă тема чăннипех те çивĕч пулнине каларĕ.

_ Ялсене аталантарни пур регионшăн та пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Апла пулин те эпир ял çыннисен пурнăçне хăтлăлатассишĕн укçа-тенкĕ çителĕклех хыватпăр.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕсене тĕслĕхсемпе те çирĕплетрĕ. Акă, ытти çулхи бюджетра çул-йĕр, тротуарсем тума, территорисене хăтлăлатма 570 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Çавăн пекех çĕнĕ культурăпа кану центрĕсем çĕклеме йышăннă указа алă пуснă. Виçĕ çулта 100 фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартнă. Çывăх вăхăтра тата 50 хутшăнĕ.

Михаил Васильевич паян çамрăксемшĕн ял хуçалăх бизнесĕнче вăй хума условисем çителĕклине, çавăнпа çамрăксене пуçарулăрах пулма чĕнсе каларĕ.

Форумра ытти тухса калакансем те ялсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçни пысăк пĕлтерĕшлине, ял хуçалăхне аталантарассине тĕп вырăна хумаллине палăртрĕç.

Мероприятине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Комитечĕн Председателĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ А. Аршинова, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин ял хуçалăх тата социаллă политикăн Департаменчĕн директорĕ Д. Торопов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, хамăр çĕршыври тĕрлĕ хуларан тата ют çĕршывран килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче культура çуртĕнче Раççей Федецийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, М. Шакиров художникăн картинисен куравĕпе те паллашма пултарчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика