Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ тренер ячĕпе

16 февраля 2013 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă спортсменсем ячĕпе тĕрлĕрен турнир йĕркелесси ырă йăлара. Çак кунсенче, сăмахран, Первомайскинчи Культура çуртĕнче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ, Каншел чăвашĕ Владимир Семенов 55 çул тултарнă ятпа çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри уçă турнир иртнĕ.

Спорт уявĕ пуçланиччен юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Секретов, пĕрлех Красноармейски, Канаш, Елчĕк, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Çĕрпÿ район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ Сергий протоиерей, юлташĕсемпе тăванĕсем саламланă, малашнехи ĕçре çитĕнÿ, пурнăçра çирĕп сывлăх суннă.

Хисеплĕ хăнасем хушшинче Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Николай Сидоров генерал-майор, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Сергей Корнилаев тата ыттисем те пулнă. Республикăн спорт министрĕ ентеше “Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ” паллă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Хисеп грамоти парса чыс тунă.

В. Семеновăн спорт каçалăкĕнчи çитĕнĕвĕсем-шĕн савăнмалăх пур. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕ Каншел каччи вăтăр çул тренер-преподавательте тăрăшнă. Çак сахал мар вăхăтра 40 ытла СССР тата Раççей спорт мастерĕсене хатĕрленĕ. Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен вице-президенчĕн хастарлăхĕпех Чăваш Енти чылай районсемпе хуласенче секцисем йĕркеленĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика