Отдел КУ Центр занятости населения Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Вурнарском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх программи витĕмлĕ

21 января 2015 г.

2015 çулта республикăра Чăваш Енĕн 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программи малалла тăсăлать. Кăçал унăн мероприятийĕсене 81 пин ытла çын хутшăнмалла. Çавăн пекех 40 пин çынна ĕç тупса пама палăртнă, професси вĕренĕвне 3 пинĕн каймалла, 30 пинĕшĕн социаллă адаптаци, психологи пулăшăвне тата профориентацие тивĕçмелле.

Республикăри ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ тăнăçлă. Кăçалхи январь уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне официаллă йĕркепе регистрацие тăнă ĕçсĕр граждансен йышĕ - 4448, шута илнĕ ĕçсĕрлĕхĕн экономика тĕлĕ¬шĕн¬чен пуçаруллă халăх хисепĕпе танлаштарнă шайĕ 0,66 процент пулнă. Вакансисен республикăри банкĕнче 15 пине яхăн вырăн пуррине пĕлтернĕ. Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ /пĕр ваканси пуçне тивекен ĕçсĕр çынсен хисепĕ/ 0,3 единицăпа танлашнă, урăхла каласан 1 ваканси пуçне - 3 çын. Ĕçлев службин органĕсем вăй хурас тĕллевлĕ çынсене тивĕçлĕ вырăн тупмашкăн пулăшма хатĕр. Вырнаçас ыйтусемпе çыхăннă канашсемпе Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Интернет сайтĕнче кирек хăçан та паллашма май килет.

 

Сĕнÿ-канаш пулăшнипе

Ĕç шыранă чухне сире халичченхи паха опытăр пулăшать. Шухăшласа пăхăр тата уçăмлатăр: ăçта ĕçлес тĕл¬левлĕ тата мĕне пултаратăр?

Ĕç шырамашкăн резюмене тĕрĕс çырса йĕркеленинчен, рекомендацисем пухнинчен, вакансисем çинчен мĕнпур çăлкуçран информаци илнинчен пуçăнмалла. Кун пек чухне мĕнпур майпа усă курмалла: тăвансен, юлташсен, палланă çынсен пулăшăвĕпе, хăвăр пурăнакан вырăнти ĕçлев центрне пымалла, массăллă информаци хатĕрĕсене, çав шутра Интернета /ĕç паракансен сĕнĕвĕсене тишкермелле тата хăвăрăн резюмене вырнаçтармалла/ тĕпе хумалла.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин сайтĕнче рабочи профессийĕсенчен тытăнса служащисен должноçĕсем таранах вакансисен сумлă базине вырнаçтарнă. Кунта республикăри вакансисене те, ун тулашĕнче сĕнекеннисене те тупаятăр. Ĕçлев службин центрне çитĕр - сире опытлă специалистсем пулăшĕç, вырăн тупас енĕпе профориентаци тата психологи пулăшăвĕ парĕç. Кунтах професси вĕренĕвне кайса ĕç рынокĕ ыйтакан профессие тÿлевсĕр илме май пур.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ваканси пирки пĕлтерни - информацин шанчăклă çăлкуçĕ, анчах кун пек чухне çакна асра тытмалла: сирĕнсĕр пуçне унпа ыттисем те усă кураççĕ, апла тăк çаврăнăçуллăрах та васкавлăрах пулмалла. Пĕлтернĕ ваканси ыйтăвĕпе «кирлĕ пулĕ-ха» тесе телефонпа шăнкăравлама пултаратăр. Шăнкăрав тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ. Телефон кĕпçине тытиччен ваканси пирки пĕлтернине, çавăн пекех сире канăçсăрлантаракан ыйтусене çырса хăвăр ума хурăр. Кашни шăнкăрав пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа кăмăл-туйăмпа тата мĕнле сасăпа калаçнипе ăнăçлăх тÿрремĕнех çыхăннă.

Пĕлтерĕвĕре Интернет сайтĕнче е пичетре вырнаçтарас тетĕр тĕк - шухăшласа пăхăр: ăна ыттисенчен урăхларах хатĕрлемешкĕн мĕн тумалла? Çынсем хăйсем пирки çырнипе паллашăр, хăш пĕлтерÿ тÿрех куç тĕлне пулнине сăнăр. Хăвăрăнне вара вăтанмасăрах, çапах çуккине пур пек кăтартмасăр, çырăр.

Туссене, тăвансене, паллакансене ĕç шырани пирки пĕлтерме ан манăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Илларионова д. 4 "а". Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика