Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Вурнарский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăрсене хапăл тăваççĕ-и?

10 ноября 2012 г.

Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби пуçарнипе чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствинче ирттернĕ канашлура пирĕн хутлăхри организаци-предпрятире инвалидсем валли вырăнсем квотăлассипе çыхăннă йышăнусене пурнăçланине сÿтсе яврĕç.

Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Мефодий Архипов хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнчиЧăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен” 68-мĕш саккунне тата ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнчи “2012 çулта инвалидсене йышăнмашкăн çирĕплетнĕ квотăпа килĕшÿллĕн ятарлă ĕç вырăнĕсен чи пĕчĕк виçине палăртасси çинченйышăнăвне пурнăçласа кăçал йĕркеленĕ мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ.

Мефодий Михайлович палăртнă тăрăх - ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ 360 организацире сусăрсене йышăнмашкăн кăçал 2200 вырăн йĕркелемелле пулнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1800-шне хатĕрлесе тĕллеве 83 процент пурнăçланă. Раççей Федерацийĕн Ĕçлев министерствин хаклавĕпе асăннă кăтарту çĕр-шывра лайăххисен шутĕнче. Канаш, Комсомольски, Пăрачкав районĕсенче ку енĕпе 100 процентах çитнĕ, Муркаш районĕпе Çĕмĕрле хулин çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Çав вăхăтрах республикăри агропромышленноç комплексĕн уйрăм организацийĕсенче - йыш 100 çынран иртнĕ тата инвалидсене йышăнмашкăн квота çирĕплетсе панă коллективсенче - ку енĕпе тимсĕр пулни сисĕнет.

Квотăна пурнăçламаннисем тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен службăн район-хулари центрĕсем информацие кашни уйăхрах вĕсем вырнаçнă çĕрти прокуратурăна çитереççĕ.

Сусăрсене, инвалид ачасемлĕ, йышлă ывăл-хĕр çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне ĕçлĕ тăвас тĕллевпе 2012 çул валли йышăннă республикăн тĕллевлĕ программин витĕмĕ те пĕлтерĕшлĕ.

Влаç органĕсем палăртнипе туса ирттерекен мероприятисем тăрăх организацисемпе килĕшÿсем çирĕплетсе 300 ытла ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле, çав шутра вырăн тупайман инвалидсем валли - 70 ытла. Паллах, çакна валли укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Тăкаксен 95 процентне саплаштармашкăн нухрата федераци бюджечĕ уйăрать, ытти - республика шутĕнчен.

Сăмах май, сусăра йышăнакан организацие те хавхалантараççĕ, ăна валли ятарлă пĕр вырăн майлаштарнăшăн 50 пин тенкĕ уйăраççĕ, çитес çул ку сумма 60 пине çывхармалла.

Çакнашкал программăна 2013-2015 çулсем валли та хатĕрлеççĕ. Инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли саккун ĕçлет, ăна пурнăçласси - ку енĕпе квотăсем çитернĕ предприяти-организаци ертÿçисен яваплă тивĕçĕ.

Чăваш Республикин прокуратурин пай ертÿçи Дмитрий Васильев çав саккунсене еплерех пăхăннипе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - пирĕн республикăра 100 çынран иртекен коллективсенчи аттестациленĕ вырăнсене йышăнмашкăн çирĕплетнĕ 2 процентлă квота - чи пĕчĕк виçе, тĕрĕссипе ку кăтарту 2-4 процентпа танлашмалла. Апла пулин те хăшĕ-пĕри çакна та пăхăнаймасть. Ахальтен мар ĕнтĕ асăннă сăлтава пула кăçал ĕçпе тивĕçтерекен 300 çынна администраци тĕлĕшĕнчен явап тыттарма тивнĕ, ĕç вырăнĕсене аттестацилес тĕлĕшпе мерăсем йышăнман пуçлăхсенчен пĕрне дисквалификациленĕ, çулталăклăха ĕçрен хăтарнă.

Канашлура инвалидсем валли çирĕплетнĕ квотăсене пурнăçламан организацисен представителĕсем çитменлĕхсен сăлтавне уçса пама тăрăшрĕç. Чылайăшне ĕненес тĕк коллективсенче сусăрсем те ĕçлеççĕ, анчах вĕсене валли ятарласа вырăн майлаштарманнипе квотăна пăхăнман пек пулса тухать. Апла тăк ку енĕпе ĕçлев центрĕсемпе килĕшÿре пулмалла, отчетсене тĕплĕн хатĕрлемелле.

Сăмах май, Мефодий Архипов çирĕплетнĕ тăрăх - сусăрсем валли ĕç вырăнĕсене квотăлассипе çыхăннă ыйтăва çывăх вăхăтрах ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвалидсен ĕçĕн комиссийĕнче сÿтсе явма палăртнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Советская д. 18. Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика