Отдел КУ Центр занятости населения Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Вурнарском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центр хÿтлĕхĕнче

13 января 2011 г.

Патăрьел районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрта иртнĕ çул вĕçленнĕ тĕле 366-ăн шутра тăнă. Хĕрĕх пине яхăн çын пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн çак кăтартăва ытла пысăк тееймĕн. Ку - мĕн пур сывлăхлă хĕрарăмсемпе арçынсен 1,42 проценчĕпе кăна танлашать. Республикăпа илсен цифра самай пысăк пулнине те палăртса хăвармалла. Мĕнре-ха çакăн сăлтавĕ

- Тĕнче экономикишĕн хăрушă кризис пулăмĕсем сирĕлсе пĕтмерĕç пулсан та правительствăн 2010 çулта Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхне чакармалли тĕллевлĕ программи пулăшнипе ĕçсĕрлĕхе пĕлтĕр пĕр шайра тытса тăма май килчĕ, - кăмăллăн пĕлтерет патшалăхăн ятарлă учрежденийĕн ертÿçи Минзагит Мавлетович Сепперов. - Çак тĕллеве пурнăçлама района тĕрлĕ çăл куçран 18 миллион тенкĕ укçа килчĕ. Эпир унпа туллин те тухăçлăн усă курма тăрăшрăмăр...

Иртнĕ 12 уйăхра ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу илмешкĕн икĕ пин ытла çын килнĕ. Официаллă майпа регистрациленĕ граждансен пысăкрах пайĕ ытти çулсенчи пекех - хĕрарăмсем, 1189-ăн е 62,1 процент. Çамрăксем те пайтах: вун улттăран пуçласа çирĕм тăххăра çитейменнисем - 43,1 процент. Центр урати урлă каçнисен пĕрре виççĕмĕш пайĕ ĕçрен хăй ирĕкĕпе тухнă. Предприяти-организацисенчен кăларса янисем 7,6 процент пуçтарăнаççĕ. Пенси çулне çывхаракансем /3,4 процент/ тата сусăрсем /3 процент/ те пур.

Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшма центр тĕрлĕ майпа усă курма тăрăшать. Ĕç шыракан граждансене е ку енĕпе кăткăслăха лекнисене вырăн тупса панисĕр пуçне центр специалисчĕсем общество ĕçĕсем йĕркелеççĕ, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн заведенийĕсене пĕтернĕ, пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи çамрăксене, çул çитмен хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх вырнаçтараççĕ, ĕçсĕррисене профессие вĕрентеççĕ, çĕнĕрен хатĕрлеççĕ, квалификацие ÿстерме яраççĕ. «Çÿпçере» ытти хатĕр те пайтах. Ку вăл психологи хÿтлĕхĕ кÿресси те, профориентаци енĕпе пулăшасси те, ĕçсĕр çынсене вăхăт çитмесĕрех пенси тÿлеме пуçласси те... Центр пулăшнипе пĕлтĕр 1238 çын ĕç тупнă. Вĕсенчен 549-шĕн ыйтăвне кĕске хушăра - вунă кунра - татса панă. Кунсăр пуçне центр янипе 14 гражданин Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионне кайса вырнаçнă. Предприяти-организаципе 27 килĕшÿ туса общество ĕçĕсем йĕркелени те рынокри çивĕчлĕхе çемçетме чылай пулăшнине палăртмалла. Çак мелпе 193 ĕç вырăнĕ тупăннă. Çулла çынсене урамсене, халăх пухăнакан ытти вырăна, масарсене çÿп-çапран, тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тирпейлеме, тавралăха симĕслетме анлăн хутшăнтараççĕ. Хĕлле вара çав вырăнсенех юр кĕрчĕсенчен тасатма, çулсемпе тротуарсене уçма, çурт тăррисенчен пăр антарма явăçтараççĕ. Паллах, общество ĕçĕ тирпей-илем кĕртессипе кăна çыхăнман. Ĕçсĕррисен тепĕр ушкăнĕ коллективлă ял хуçалăх эртелĕсене ака-сухара, утă çинче, вырмара тата кĕрхи уй-хир ĕçĕсенче пулăшу кÿрет. Уйрăмах ку енĕпе «Исток» агрофирма, «Батыревский» хупă пĕрлĕх, «Пашьел» хуçалăх ертÿçисем ĕçсĕрсене хапăлласа йышăнаççĕ. Çакăн усси те самаях. Пĕр енчен, тар тăкакана вырăнта шалу тÿлеççĕ. Тепĕр енчен, центр 1700 тенкĕ кĕмĕл парса хавхалантарать. Унта хутшăнса яланлăхах вырнаçса юлнă тĕслĕх те сахал мар.

2010 çулта центр çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса парас пирки тĕрлĕ организаципе 14 килĕшÿ çирĕплетнĕ: 14 çул тултарнисем - 503 ача - çуллахи тата хĕллехи каникул кунĕсенче ятарласа йĕркеленĕ бригадăсене пĕрлешсе вĕренÿ учрежденийĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ, парттăсене, чÿрече хашакĕсене, урайсене сăрлаççĕ, пахча çимĕçе çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ. Вăрçăпа тыл ветеранĕсене киле пырса тĕрлĕ ĕçре пулăшнине те ырламалла кăна. Çакна палăртма кăмăллă: вăхăтлăх ĕç тупса панисенчен 137-шĕ сахал тупăшлă, 61-шĕ тулли мар е йышлă çемьесенче çитĕнеççĕ, иккĕшĕ çул çитменнисен комиссийĕнче профилактика шутĕнче тăраççĕ.

Рынокри çивĕч лару-тăрăва йĕркелесе пыма центрта шутра тăракансене хăйсен ĕçне йĕркелесе ямашкăн пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене вырăн сĕнни аван-ха. Анчах çын вăйне, опытне тата пĕлĕвне кура харпăр хăйне валли чун канăçлăхĕ тата тупăш çăл куçĕ шыраса тупни тата пархатарлăрах. Виçĕм çул Патăрьел районĕнче 90 çынна пĕчĕк предпринимательлĕхе пуçăнма кашнине 58800 тенкĕ укçа куçарса панăччĕ. Пĕлтĕр тата ăнăçлăрах пулнă темелле: патшалăх пулăшăвне 135 çын тивĕçнĕ. Ялта пурăнакансем субсидипе усă курса выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ, аш-пăшпа сĕт-çу сутса услам тăваççĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕ, пĕчĕк предприяти йĕркелекен йышлă. Ку çеç те мар-ха! Вĕсенченех иккĕшĕ тата тепĕр икĕ ĕçсĕр валли вырăн тупса панă.

Чăваш Республикин правительстви кăçал та ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелемелли мероприятисене малалла тăсать. Вĕсене пурнăçлама Патăрьелĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр та халĕчченхи пекех хастар хутшăнасса шанас килет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429220 Чувашская Республика п.Вурнары ул. Илларионова д. 4 "а". Официальный сайт: http://vurslzn.cap.ru
Телефон: (83537) 2-58-42
Факс: (83537) 2-58-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика