Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пленэра хутшăннипе кăмăллă

18 июля 2009 г.

Паллă ĕнтĕ, Турханпа Чăваш Ишек ялĕсенче А. Кокель ячĕллĕ Тĕнчери 3-мĕш пленэр иртрĕ.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмăн итогĕсене пĕтĕмлетсе Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пресс-конференци пулнă.

Мероприятие Чăваш патшалăх университечĕ, Украина художникĕсен Наци союзĕн Харьковри организацийĕ, Патăрьел районĕн тата Турхан ял тăрăхĕн администрацийĕсем, «Хастар» хуçалăх правленийĕ йĕркеленĕ. Вĕсене Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш Ен Художникĕсен союзĕ пулăшнă.

Проект координаторĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ В. Васильев, Украина халăх художникĕ В. Ковтун профессор, Харьков облаçĕн патшалăх администрацийĕн культурăпа туризм управленийĕн начальникĕ Н. Супруненко журналистсене пуян материалсемпе, тулли информаципе паллаштарнă, районта ирттернĕ кунсемпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.

Пленэра хутшăннисен ĕçĕ питĕ тухăçлă пулнă: кашни художник 20-рен кая мар эскиз ÿкернĕ, кашниех пĕрер эскизне Турханти картина галерейине парнелесе хăварнă. Унсăр пуçне кунта пурнăçланă ĕçсен пĕр пайĕ Чăваш патшалăх университечĕн ÿнер музейĕн фондне пуянлатĕ. Хăшĕ-пĕри Чăваш Ишекри Пĕлÿ çуртне илем кÿрĕç. Вăл ĕçсене В. Ковтунпа Раççей, Чăваш халăх художникĕ Р. Федоров ертсе пыракан комисси суйласа илнĕ.

Пленэр программипе килĕшÿллĕн, художниксем картина ÿкернипе çеç çырлахман, ялта пурăнакансен килĕсене, Турханти, Патăрьелĕнчи, Шупашкарти, Козьмодемьянскри музейсене çитсе курнă, Чăваш патшалăх университечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Пресс-конференцире журналистсен чылай ыйтăвĕсене хуравланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика