Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район уявĕн ытамĕнче

15 июля 2009 г.

Район уявĕн ытамĕнче

Питрав хыççăн çанталăк кĕр енне сулăнать. Шăпах çак кун чăвашсем юлашки вăйă ирттернĕ. Малалла вара ял çыннишĕн хĕрÿ тапхăр пуçланать. Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн Петрпа Павел апостолсен кунĕ Район уявĕпе те паллă. Пĕлтĕр пĕрремĕш хут Первомайски тăрăхĕнче ирттернĕччĕ. Кăçал вара Турхана пуçтарăнчĕç. Кунти халăх çак чыса строительство, тирпейлĕхпе тасалăх кăтартăвĕсемпе, наци проек-чĕсене пурнăçа кĕртессипе тата ытти енсемпе тăрăшса ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ. Паллах, уява хатĕрленсе те сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Тĕп мероприятисене «Кив-çурт» уçланкăра йĕркелерĕç.

Турхан, Упамса, Хурама-Твар, Тури Тăрмăш ял çыннисем хăнасене хапăл пулчĕç: çăвăр-тăварпа, сăрапа, çырлапа кĕтсе илчĕç. Уçланкăра ял тăрăхĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлне, ăстасемпе пуяннине кăтартакан, авалхи пурнăçа сăнлакан пÿлĕмсем хатĕрленĕ. Кашниех хăйне майлă кăсăклă, куракансене тĕлĕнтермĕшсемпе тыткăнларĕç. Шăпах тата Турханта Пĕтĕм тĕнчери А. Кокель ячĕллĕ III пленэр ĕçлени уяв сумне татах та ÿстерчĕ. Район шайĕнчи праçник тĕнче шайнех тухма пултарчĕ. Пирĕнпе пĕрле Украина сăрă ăстисем те савăнчĕç.

Пуçтарăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Н. Глухов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л. Кураков, Украина çĕр-шывĕнчи Харьков облаçĕн патшалăх администрацийĕн культура управленийĕн начальникĕ Н. Супруненко, ытти сумлă хăнасем саламларĕç, çитĕнÿсемпе паллаштарчĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн никам умĕнче те пите хĕретме тивмест: кашни ялах асфальт çул çыхăнтарать, газ çитнĕ, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ... Тата унăн сумне, чысне çĕклекенсем чылаййи те савăнтарать. Шăпах çакнашкаллисенчен пĕринпе – Турханта çуралса ÿснĕ А. Кокель художникпа Чăваш Ен çеç мар, Раççей, тĕнче мухтанать. Хресчен ачи тĕнчипе паллă сăрă ăстисемпе пĕр рете тăма пултарни хăех мĕне тăрать.

Юрă-ташă ăстисем пуçтарăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Кашни ял тăрăхĕ чăваш халăх уявĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕпрен илсен, сцена пĕр самант та пушă тăмарĕ. Уçланкăра чăваш, вырăс, тутар, ирçе юррисем каçченех таврана саланчĕç.

Паллах, спорт ăмăртăвĕсемсĕр уяв хăйĕн картине лараймастех. Шăрăх çанталăка пăхмасăр волейбол, футбол вăййине кăмăллакансем мечĕк хыççăн хăваларĕç. Кĕрешекенсем хăйсен вăйĕпе тĕлĕнтерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.

Çавăн пекех тĕрлĕ аттракцион ĕçлерĕ, суту-илÿ лавккисем хăйсен таварĕсене сĕнчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика