Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кокель ĕçĕ вилĕмсĕр

18 марта 2009 г.

Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьел филиалĕн акт залĕнче “Кокель вулавĕсем” наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Алексей Афанасьевич çуралнăранпа 129 çул çитнине халалланă. Вăл пиртен уйрăлса кайни те 53 çул çитрĕ.

Чăваш хресченĕ хăйĕн талантне кура ХХ ĕмĕрти пĕрремĕш çуррин историне кĕрсе юлчĕ. А.Кокель чăвашсен профессиллĕ сăнар искусствине никĕслекенĕ (патриархĕ) пулса юлчĕ. Çавăн пекех Алексей Афанасьевич Харьковри академиллĕ ÿкерчĕксен шкулне пуçарса яраканĕ те. Вăл Петербургри художество академийĕнче вĕреннĕ. Диплом ĕçĕпе тăратнă картинăшăн 1913 çулта Францие, Германие, Италие кайма тивĕç пулнă.

1916 çулта Алексей Афанасьевича Харьковри художество училищин преподавателĕ пулма суйланă. Çавăнтанпа Украина унăн иккĕмĕш çĕр-шывĕ. Мĕн виличченех Харьковри институтра ĕçленĕ.

Ентеш ячĕ вилĕмсĕр. Шупашкарти пĕр урама А.Кокель ятне панă. Турханта музей çуртне уçнă, художество шкулĕ ĕçлет. Мемориал хăми пур. Ялти паркра Раççей, Чăваш Ен, Украина туслăхне çирĕплетекен йывăçсем ÿсеççĕ.

Педагогпа паллă художник еткерлĕхне упрас тĕлĕшпе Чăваш патшалăх университечĕ, Раççей вĕрентÿ академийĕн чăн членĕ Л.Кураков пысăк ĕç тăваççĕ. Çакна наукăпа практика конференцийĕнче тепĕр хут çирĕплетме май пулчĕ. Ăна университет филиалĕн ертÿçи Л.Лялина уçрĕ. Малтанах университет ректорĕ Л.Кураков сăмах илчĕ. Лев Пантелеймонович çамрăксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Университет филиалĕнчен 1256 студент вĕрентсе кăларнă. Çакăн чухлĕ çамрăк ĕç вырăнне пăрахмасăрах е район тулашне тухмасăр аслă пĕлÿ илнĕ. Лайăх-çке-ха. Çамрăксем вăхăта усăллă ирттерсе патшалăхшăн усăллă çын пулса ÿсеççĕ. Наркоманипе алкоголизм, ĕçсĕр çапкаланса çÿресси паллах ют вĕсемшĕн. Филиалта вĕреннин тепĕр паха енĕ те пур. Ĕç вырăнĕ тупма пулать. Ахальтен мар мероприятие районти шкулсенче ĕçлекен педагогсем, университет преподавателĕсем, студентсем, предприяти, организаци ертÿçисем, вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Л.Кураков Раççей, Чăваш Ен правительствисем çамрăксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ыйтăва кун йĕркинче тытса пынине палăртрĕ. Çак ыйтупа çыхăннă проблемăсене çĕклерĕ. Çĕр-шыв патриочĕсене хатĕрлес ĕçе кашнийĕн тивĕçлĕ тÿпе хывмаллине асăнчĕ.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов Кокель художникăн ĕçне малалла тăсакансем шкулсенчех çитĕннине палăртрĕ. Искусство шкулĕсенче ÿнер ăсталăхне алла илсе художество академийĕсене вĕренме каякансем пуррине пĕлтерчĕ.

Чăваш тата Раççей халăх художникĕ, Раççей художникĕсен пĕр-лешĕвĕн секретарĕ Р.Федоров Кокель картинисене рестраврациленине каларĕ. Паллăраххисем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Университетсенчи художество музейĕсенче упранакан педагог-ÿнерçĕ ĕçĕсене асăнчĕ.

Чăваш патшалăх художество музейĕн тĕп управçи Г.Исаев А.Кокель куçпа мĕн курнине ÿкерчĕксенче сăнарланине палăртрĕ. Алексей Афанасьевич пултарулăхне палăртакан литература музейра çителĕклĕ пулнине каларĕ.

Университетăн А.Кокель лабораторийĕн заведующийĕ В.Васильев “Кокель тата хальхи самана” темăпа тухса каларĕ. Паянхи мероприяти залĕ, академиксем тухса калани, филиалта вĕренме май пурри шăпах хальхи самана таппи пулнине палăртрĕ. Чăваш Енпе Украина туслăхĕ, вĕсенчи аслă шкулсен çыхăнăвĕ... тата ытти те. Кокель ăсталăхĕн йывăç тымарĕ çамрăксен хушăннипе сарăлсах пынине палăртрĕ.

Л.Кураков Украина халăх художникĕн В.Ковтунăн тата пленэра хутшăннисен галерейинчи 18 картинăна Турханти шкул музейне пачĕ.

Конференци вĕçĕнче филиалăн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнисене диплом пачĕç. Çак ятпа савăк юрăсем шăранчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика