Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхсĕр малашлăх çук

28 февраля 2009 г.

Хастар” хуçалăх районта вăтаммисен шутĕнче, ăна улттăмĕш çул Н.Родионов ертсе пырать. Çулталăка кооператив 379 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Кăтарту савăнмаллиех мар, пĕлтĕр кооперативăн тăкаксем тупăнсах пынă. Ÿсен-тăран отраслĕнчен пĕр миллион та 138 пин тенкĕ укçа кĕнĕ пулсан, выльăх-чĕрлĕхрен икĕ миллион ытларах тăкак курнă. Фермăра выльăх йышĕ те сахалланнă. 2007 çулта ĕне 60 пуç шутланнă, 2008 çулта 49 тăрса юлнă. Сыснасем те 570-тен 373 çитнĕ. Ĕне ферми пĕлтĕр пушара пула сиенленни чылай чăрмав кÿнĕ, хуралтăсене юсаса çĕнетме 400 пине яхăн укçа уйăрма тивнĕ. Аш-какай, сĕт-çу хакĕ пĕчĕкки, йÿнелни те хуçалăхшăн ырă пулăмах мар. Акă, сĕте 7 тенкĕ те 18 пуспа сутаççĕ, хăйхаклăхĕ “Хастар” хуçалăхра 17 тенкĕ ытларах. Какая ăсатакан выльăхăн чĕрĕ виçине 56 тенкĕпе реализациленĕ, хăйхаклăхĕ 77 тенкĕ те 86 пуса ларнă. Кун пек чухне тупăшĕнчен ытларах тăкакĕ. Тупăш çуккин сăлтавĕсенчен пĕри – выльăх апатне пахалăхлă хатĕрлеменни. Утă хĕл каçма çитет, анчах ăна вăхăтра тирпейлесе кĕртейменнипе вăл тутлăхлă мар. Сăнав совечĕн председателĕ П.Ершов кĕтÿ ачисем çуллахи вăхăтра яваплăха туйманнине, çавна май сăвăм начаррине те асăнчĕ. Шыв çителĕклĕ ĕçеймен, картара выçă тăнă ĕнесенчен мĕн кĕтмелли пур;

Выльăх-чĕрлĕх пĕтернĕ хуçалăхсем хальлĕхе мала кайни пулман. Кăçал ĕнесен, сыснасен пуçне ытларах ÿстересси, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ И.Кошкин каларĕ. Пухура выльăх йышне ÿстерессипе май пур таран лайăхрах ĕçлеме, утă-улăма тирпейлесе кĕртессине кĕске вăхăтра вĕçлеме тăрăшма килĕшрĕç.

Иртнĕ çул ÿсен-тăран отраслĕшĕн тупăшлă пулнă. Кăтартусем, 2007 çулпа танлаштарсан, лайăхрах. Тĕш-тырă виçĕм çул 947 тонна пухса кĕртнĕ, пĕлтĕр – 1354. Çĕр улми 303 тонна пулнă, 2008 çулта – 404. “Иккĕмĕш çăкăр” 604 пин тенкĕ тупăш кÿнĕ. Кăçал ăна пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах лартма палăртнă, вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пĕлтĕр рапс 52 гектар çинче тата третикале çитĕнтернĕ. Юлашки культурăна кĕркунне те 36 гектар никĕсе хывнă. Кĕрхисене пĕлтĕр 142 гектар акса хăварнă.

Хуçалăхри пĕр ĕç те техника паркĕсĕр пулмасть. Трактор-машинăсене çĕнетесси йывăрпа пырать. Яваплă тапхăрсенче уйрăм çынсенчен те пулăшу ыйтма тивет. Вырмара хуçалăхăн тăватă комбайнĕсĕр пуçне “Батыревский” пĕрлешÿрен тата виççĕ пулăшма килнĕ. Утă вăхăтĕнче те пĕр пресс-подборщикпа кăна ĕлкĕрме çук, ешĕл апатăн пахалăхĕ çавăнпа çухалать. Кăçал урăхла мелсем те шырама тивнине, халăхпа таччăнрах ĕçлеме тытăнмаллине те хускатрĕç.

“Хастар” хуçалăх хурт-хăмăр тытассипе начар мар ĕçлет. Пĕлтĕр пĕр вĕллерен 8 килограмм пыл илнĕ. Тупăшне кура 200 вĕллене çитересшĕн. Халĕ ăратлă “ылтăн хуртсемпе” ĕçленине ĕнентерекен свидетельство илессипе тимлеççĕ.

Хуçалăхра татса паман ыйтусем чылай. Зданисенчен чылайăшĕ кивĕ. Акă, тырă упракан складăн та тăрринчен çумăр анать. Арман та çĕнĕ мар, чулне улăшармалла. Саплăк лартмаллисем тупăнсах тăраççĕ. Анчах чи çивĕч ыйту пурпĕрех кадрсем çитменни тăрса юлать. Республикипе, Раççейĕпе хумхантарать вăл. Тĕп специалистсем çитменни хуçалăх ертÿçине ура хурать. Агрономра тăрăшакан М.Елимова “Знамя” хуçалăхра вăй хуратчĕ, пĕлтĕртенпе “Хастар” кооперативра та ĕçлет. Мария Петровнăн опычĕ пысăк, анчах унран вĕренсе юлакансем çукки пăшăрхантарать. Механизаторсем те икĕ сменăпа тăрăшмалăх çитмеççĕ. Пуррисенчен нумайăшĕ ют çĕре шабаша каяççĕ. Ака, вырма вăхăтĕнче ют ялсенчен: Çĕньялтан, Упамсаран çынсем илсе килме, вĕсене килĕшÿпе ĕçлеттерме тивет.

Пухура “Хастар” хуçалăхăн ертÿçи Н.Родионов пĕлтĕрхи çула пĕтĕмлетсе отчет турĕ. Сăнав совечĕн председателĕ П.Ершов хăйсем тĕрĕсленĕ ĕçпе паллаштарчĕ. Пуху ĕçне районти АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай тĕп инженерĕ И.Васильев, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика