Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Врач офисĕнчи акци

18 февраля 2009 г.

Юн пусăмĕ ÿсни юлашки çулсенче анлă сарăлнă чирсен шутне кĕрет. Çĕр чăмăрĕ çинче кашни вун виççĕмĕш çыннăн вăтам юн пусăмĕ пысăк.

Вăтăр пиллĕкрен пуçласа хĕрĕх çулсенчи кашни пиллĕкмĕш арçыннăн, вуннăмĕш хĕрарăмăн тĕл пулать вăл. Çулĕсемпе ватăрах çынсем тата тăтăшрах чирлеççĕ çак чирпе. Юн пусăмĕ ÿсни чĕре чирĕсен сăлтавĕсенчен пĕри пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, çак чире пула хальхи вăхăтра нумай çын вилет. Ларса ĕçлени, сахал хусканусем туни, пăлханни, çуллă апат-çимĕç çини çак чире аталанма пулăшаççĕ. Чир тин кăна пуçланать пулсан, унран сывалма пурнăç йĕркине ылмаштарни те пулăшать. Анчах та юн пусăмĕ пысăк пулсан тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Нумайăшĕ вăтам юн пусăмĕ сиенлĕ мар тесе шутлаççĕ, анчах вăл та сиен кÿме пултарать. Юн пусăмне тĕрĕслесе тăманни нумай чухне пуç мимине юн кайни патне илсе çитерме пултарать. Юн пусăмĕ пысăкки – чĕре мышцин инфаркт чирĕ, чĕрери юн тымарĕсем хĕсĕннипе чĕре ыратни, чĕре вăйĕ пĕтни тата пÿре ыратни патне илсе çитерет. Сахăр чирĕпе чирлекен çынсене пысăк юн пусăмĕ пысăкки куç витĕмĕ начарланни тата суккăрланни патне илсе çитерме пултарать.

Сывă юн тымарĕсем сарăлса пĕрĕнеççĕ, енчен те вĕсем чирлĕ пулсассăн, вĕсенче юн начар çÿрет. Çавăнпа организмри органсем патне юн çителĕклĕ пытăр тесен чĕрен вăйлăрах ĕçлемелле.

Юн пусăмĕ пысăккине медицина чĕлхипе гипертони теççĕ.

Эсир юн пусăмĕ пысăккине пĕлмессе те пултаратăр. Пуç ыратни, сăмсаран юн кайни пур чухне те тĕл пулмасть. Çавăнпа та кашни çыннăн хăйĕн юн пусăмне пĕлмелле тата виçсе тăмалла.

Чĕре тата пÿре чирĕсене тĕпченĕ хыççăн, юн пусăмĕ улшăнни этемшĕн пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Енчен те сирĕн юн пусăмĕ пысăк пулсан, хуйхăрмалла мар, мĕншĕн тесен халĕ чире сиплемелли ансат та меллĕ мелсем пур.

Пурнăç йĕркине ылмаштарни чиртен пулăшма пултарнине пĕлсе пысăк юн пусăмлă çынсем хăйсене нумай çăмăллăх тăваççĕ. Чи ансат мел – пирус туртма пăрахни, апат йĕркеллĕ çини, ытларах хускални, сахалрах хуйхăрни. Хăш-пĕр чухне çак мелсем те çителĕклĕ.

Аслă Чементи врач офисĕнче “Юн пусăмне виçсе пăхăр” акци иртрĕ. Унта 160 çынна яхăн Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Аслă Чемен тата Чакă ялĕнчен хутшăнчĕç.

Медсестрасем вăрçă участникĕсем, тăлăх арăмсем тата вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ çынсем патне килĕсене кайса юн пусăмĕсене виçрĕç, тĕрлĕ канашпа сĕнÿ пачĕç. Юн пусăмне тĕрлĕ мелпе виçмелли тата пĕрремĕш пулăшу памалли çинчен пĕлчĕç. Чирлекенсене “Мĕншĕн юн пусăмĕ пысăк” кĕнеке парнелерĕç. Унта чирĕн паллине, юн пусăмĕ ÿснине тупса палăртсан мĕн тумаллине тата юн пусăмĕ пысăк пулсан мĕнле пурăнмаллине, вăл сирĕннипе çывăх çыннăрсен пурнăçне мĕнле витĕм кÿнине вуласа пĕлме пулать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика